Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эсир те чиркỹшĕн тăрăшăр

Эсир те чиркỹшĕн тăрăшăр

Ырă шăршăллă çу илсе пыракан çветтуй хĕрарăмсен праçникне Мăнкун хыççăнхи иккĕмĕш вырсарникун паллă тăваççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 26-мĕшĕнче пулать.

Тăванăмсем! Ырă шăршăллă çу илсе пыракан хĕрарăмсем тесе Христос ỹтне сĕртĕнсе ырă шăршăллă çу илсе тупăк патне пынăран каланă. Христосшăн тăрăшнă çав хĕрарăмсене Таса чиркỹ тивĕçлипе хисеплесе асăнать. Вĕсем Христос вĕрентнине юратса, вăл виличченех Христос хыççăн çỹресе, вăл вĕрентнине итлесе пурăннă. Христос каланă сăмахсене пурне те ăшра тытса тăнипе ырăланнăçемĕн ырăланса пынă, ырра юратса усала курайми пулса хăйсен чĕрисене тỹрлетсе пынă. Таса чиркỹ çав ырă çынсене асăнса пире вĕсен пурнăçне аса илтерсе Турра юрăхлă çынсем пулма вĕренччĕр тет. Эсир те, хисеплĕ хĕрарăмсем, хăвăр чунăрсене ырă ĕçсемпе, Турра юратнипе, Ăна итленипе, Вăл хушнă пек пурăннипе илемлетĕр. Хăвăрăн пурнăçăра илемлетес тесен, Туррăн чиркĕвне яланах çỹрĕр. Таса, ырă хĕрарăмсем хĕвел тухнă-тухман тупăк патне васканă пек, эсир те чан сассине илтсенех кĕлле килме тухăр. Таса, ырă хĕрарăмсем Христос сăмахне илтесшĕн темĕн пек тăрăшнă, эсир те Христос вĕрентнине итлеме чиркĕве пĕр кĕлĕ хăвармасăр çỹрĕр. Таса, ырă хĕрарăмсем Христос сăмахне итлесе ăна ăша хывса тăнă пек, эсир те чиркỹри сăмахсене чĕрене хывса пырăр.

Пĕр çĕре пухăнса тăрсан, çын çинчен калаçас вырăнне, Турă çинчен калаçăр. Хăвăра Турăран хăрама вĕрентни сире усал ĕç тăвасран чарса тăрĕ, ăна усăллă тума пулăшса тăрĕ. Хăвăра çапла тума вĕрентсен, таса хĕрарăмсем Турра çывăх çынсем пулнă пек, эсир те Турра юрăхлă хĕрарăмсем пулатăр.

Христос чĕрĕ чухне Ун хыççăн çỹрекен хĕрарăмсем вăл вилсен те ăна пăрахман. Христоса Иуда тытса парсан Христосăн вĕренекенĕсем хăранипе саланса пĕтнĕ. Таса хĕрарăмсем çул тăршшĕпе куççулĕ тăкса хăйсен Вĕрентекенне пăталас вырăна ăсатса янă. Иисус Христос хĕрес çинче асапланса юлашки сывлăшне кăларса янă чухне те вĕсем унран уйрăлман. Пытарнă чухне те хуйхăрса, йĕрсе тăнă. Христоса саккунра хушнă пек мар, васкаса пытарнине курса тата ытларах хурланнă. Христоса саккун хушнă пек пытарас тесе, хăйсем чухăн пулсан та, юлашки укçи-тенкине хĕрхенмесĕр, миро çăвĕ илнĕ. Тĕттĕмрен те, Христос тупăкĕ патне хурала тăратнă салтаксенчен те хăрамасăр, ытти иудейсем кураймасăр тăрасса шутламасăр, вĕсем ирхине ирех, тул çутăличченех тупăк патне йĕрсе, куççулĕ тăкса пынă, унччен те пулман, «савăнăр» тенĕ сăмаха илтнĕ.

Çветтуй хĕрарăмсем Христос çỹле çĕкленсенех тĕрлĕ çĕре саланнă. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте Христос тĕнне сарса çỹренĕ. Мария Магдалина Христос тĕнне тытакан çынсене темĕн пек асаплантаракан пит усал патшана Христос çинчен вĕрентме хăйнă. Çавăнпа ăна Чиркỹ Апостолсемпе пĕр тан хурса хисеплет.

Эсир те, хаклă хĕрарăмсем, чиркỹре илтнĕ сăмахсене хĕрарăмсем хушшинче сарма тăрăшăр. Пурте кĕлле килеймеççĕ, çавăнпа эсир вĕсене кунта мĕн каланисене вĕрентĕр, чиркĕве килме хушăр. Хăвăр ачăрсене те, вĕсем тăна кĕре пуçласанах, Турă çинчен вĕрентĕр. Апат умĕн, апат хыççăн, çывăрас умĕн, ир тăрсан та яланах Турра кĕл тума вĕрентĕр. Ачăрсене Турă енне ярса ỹстерме тăрăшăр.

Василий ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code