Йỹç кăшманра (черная редька) сывлăхшăн усăллă япала нумай: С тата В витаминсем, кальци, магни, фитонцидсемпе гликозидсем. Вĕсем йỹç кăшманра ытти пахча çимĕçĕпе танлаштарсан лайăхрах — пăсăлмасăр! — çуркуннечченех упранаççĕ.
Сывлăхне упрама тăрăшакансем ытти апатпа пĕрле тăтăшах йỹç кăшман салачĕ çиме тăрăшаççĕ. Паллах, пыршăлăх тата хырăм чирĕсем (гастрит, панкреатит, энтероколит тата ытти) пулмасан. Чирсем çивĕчленнĕ чухне унашкал апатран ютшăнмалла. Чĕрепе, пỹрепе тертленнĕ чухне те, çие юлсан та йỹç кăшман хутăштарнă апат-çимĕçрен пăрăнма сĕнеççĕ. Сыввисене вара вăл иммунитета çирĕплетме май парать.
Йỹç кăшман унра клетчатка нумайран апата ирĕлтерме, вар хытнинчен хăтăлма, холестерин шайне (пирĕн пурин те тенĕ пекех вăл ялан пысăк) чакарма пулăшать. Кăшт ытларах шăк хăваласа пит-куç шыçассине ирттерет.
Йỹç кăшманпа чăн-чăн эмел хатĕрлеме пулать, мĕншĕн тесен микробсемпе кĕрешме май парать. Калăпăр, ỹслĕк ерсен, сыпăсем ыратсан. Чи кирли — виçерен иртмелле мар. Организм ăна мĕнле йышăннине сăнаса пĕчĕк тỹперен пысăклатса пыма юрать.
Паллăрах эмел — ỹслĕкрен пулăшакан йỹç кăшман сиропĕ. Çапла хатĕрлемелле: кăшман ăшĕнче хăвăл тумалла, унта кăштах пыл е сахăр ямалла. Сĕткен (сок) тухма пуçлать. Вăл пыра çемçетет, ỹсĕрсе кăларма пулăшать. Кунне 3-4 хут пĕрер чей кашăкĕ ĕçмелле.
Апат ирĕлесси лайăхлантăр тесен йỹç кăшманран кăларнă сĕткене 2 эрне тăршшĕ апат умĕн 15 минут маларах кунне 2-3 хут 1 апат кашăкĕ сыпмалла (ирхи апат умĕн юрамасть). Пыршăлăх «кахал» чухне («вялый кишечник») пулăшать.
Йỹç кăшманран сыпăсене сĕрмелли хутăш тума пулать, 3 пай кăшман сĕткенĕ, 2 пай пыл, 1 пай шурă эрех (спирт) илмелле. Хутăшпа ыратакан сыпăсене сăтăрмалла, унтан ăшă тытма чĕркемелле. Сыпăсем çине хура кăшмана авăртса тунă таса хутăш та хума пулать (ăшăтать), анчах пĕçертсе ярасран сăнаса тăмалла. Ăшă тивĕçтерет пулсан 15-25 минут тытмалла.

