Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ

Ака ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ

«Яманчурино» ОООра паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 631 гектар çинче акнă, çакă планпа пăхнин 44 проценчĕпе танлашать (çурхи тулă — 115 га, урпа — 397 га, пăрçа — 119 га). Хуçалăх çĕнĕ вăрлăхсемпе ĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать: кунта супер элита тата элита репродукцири вăрлăхсемпе анлăн усă кураççĕ.

Кĕрхи культурăсене апатлантарассине тата сỹрелессине 61 процент çинче пурнăçланă, нумай çул ỹсекен курăка апатлантарас тата сỹрелес ĕçе вĕçленĕ. Тăпрана 720 гектар çинче (40 процент) кăпкалатнă.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Ирина Горшкова çăкăр çитĕнтерекенсене çитĕнỹсем тата ака ĕçне хăвăрт вĕçлеме ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code