Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ниме — халăх бюджечĕ

Ниме — халăх бюджечĕ

Елчĕк округĕнче «Ниме — халăх бюджечĕ» проект çулсерен ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Халăх ку программăна тăрăшса хутшăннипе те çыхăннă çакă. Кăçал тăватă проектпа ĕç вĕçленнĕ те ĕнтĕ: Елчĕкри Тĕп лапамри Çĕнтерỹçĕ салтака халалланă палăка юсанă тата ун таврашне тирпей-илем кĕртнĕ, палăк умĕнче Ĕмĕрлĕх çулăм хута янă, Исемпел ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă палăк тунă, Акчел ялĕн масарне карта тытса çавăрнă.

Вулакана аса илтеретпĕр, 2026 çулта округра маларах асăннă программăпа пурĕ 51 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Пĕрлĕхре тăрăшса эпир округ пурнăçне тата та лайăх енне улăштарса пырăпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code