Майăн 13-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх, округри ял хуçалăх организацийĕсенче 3566 гектар (78 процент) çинчи кĕрхи культурăсене, 3238 гектар çинчи (43 процент) нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Культиваци ĕçне 33 процент (8960 гектар) пурнăçланă. Çурхи культурăсене пĕтĕмпе 15482 гектар çинче акмалла пулсан, плана 44 процента çитернĕ. Икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ку ĕçе пикенмен-ха.

