Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çитĕнỹсем патне

Çĕнĕ çитĕнỹсем патне

Ĕç династийĕсем — мăнаçлăх. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннине, ырă тĕслĕх кăтартса çĕршыв аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнине куллен çирĕплетеççĕ.

Шупашкарта республикăри чи лайăх ĕç династийĕсен слетĕнче хастар йышсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Чыса тивĕçнисен ушкăнĕнче пирĕн округри Головинсем те пур. Вĕсен ял хуçалăхĕнчи 105 çынпа пуçтарăннă ĕç стажĕ 2330 çулпа танлашать. Çĕр ĕçченĕн йăхне пуçаракансем — Иван тата Пелагея Головинсем. Вĕсем пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă.

Халĕ ĕç тăхăмĕн ертỹçи — «Победа» сахал яваплă общество директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Головин. Унăн пулăшаканĕсем — Александр ывăлĕпе Людмила хĕрĕ, Наталия кинĕпе Сергей кĕрỹшĕ — династин страницисене ĕçри пуçарулăхпа, хастарлăхпа çыраççĕ.

«Победа» ООО паян республикăри чи тĕреклĕ ял хуçалăх организацийĕсен йышĕнче тăракан хуçалăх. Кунта сухаланакан çĕр лаптăкĕ 1340 гектар шутланать. Иртнĕ çул пĕр гектар çĕр пуçне вăтамран 45,9 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем уйрăмах курăмлă. Ку направлени «победăсен» приоритет тесен те тĕрĕс пулĕ, мĕншĕн тесен мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутра сăвăнакан ĕнесен шутне ỹстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ 1247 тата 435 пуçпа танлашать. Пĕлтĕр хуçалăх 50 пин тонна яхăн сĕт туса илнĕ.

Коллективра пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессине те мала хураççĕ. Юлашки 3 çул хушшинче кăна 200 пуç вырнаçмалăх ĕне вити, пăру вити — тăваттă, выльăх апачĕ хатĕрлемелли цех тата тырă упрамалли ангар хута янă. 148 миллион ытла тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туянни те производствăна тухăçлă йĕркелеме пулăшать.

Çакна çитĕнỹсен рейтингĕнче те куратăн. 2023-2025 çулсенче республикăри ăмăртура производствăпа экономикăри чи лайăх кăтартусемшĕн I степень Диплома, иртнĕ çул техникăна упрассине ăнăçлă йĕркеленĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Дипломне çĕнсе илнĕ. Чи пысăк награда вара — ăратлă тата таварлă выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче пысăк çитĕнỹсемшĕн Раççей Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе бронза медальне тивĕçни…

Слетра Головинсем регион ертỹçин аллинчен Тав çырăвĕ тата парне илнĕ. Хавхалану туйăмĕ вĕсене малалла та çирĕппĕн аталанма, çĕнĕ ỹсĕмсене алла илме çул уçтăр.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code