Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх кăтартусемпе

Лайăх кăтартусемпе

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнĕ республикăри çăмăл атлетсен чемпионатĕнчен вара Елчĕксем нумайăшĕ медальсемпе таврăннă.

Регионта çулсерен палăракан Семен Львовăн (Шăмалак) кăкăр çине 2 ылтăн медаль çакнă: йĕтре тĕртессипе тата молот ывăтассипе. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Хăвăлçырмари Иван Ловкин 100 метра чăрмавсем урлă чупассипе, Тĕмерти Тимофей Солин сăнă ывăтассипе, Елчĕкри Алексей Васильев 1500 метра чупассипе 2-мĕш вырăна тухнă. Бронза медалистсен йышне Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчен тỹрех 3 ача кĕнĕ: Артем Перепелкин (400 м), София Жукова (800 м), Артем Краснов (сăнă ывăтасси). Лаш Таяпари Самира Сабитова вара çитĕнỹсене 400 тата 800 метрлă дистанцисенче çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code