Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ташăçăсем ăмăртнă

Ташăçăсем ăмăртнă

Елчĕкри культура керменĕнче хореографи коллективĕсемпе уйрăм ташăçăсен 15-мĕш «Грация» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Унăн историйĕ вара çак ĕмĕр пуçламăшнех илсе çитерет: ăна пуçараканĕ тата чылай çул йĕркелекенĕ — Курнавăшри вăтам шкул коллективĕ.

Конкурсантсем 3 ỹсĕмре тата 2 номинацире ăмăртнă. «Халăх ташшинче» ачасен искусство шкулĕнчи «Вдохновение» тĕслĕхлĕ коллективăн икĕ ушкăнĕ, Лаш Таяпари культура çурчĕ çумĕнчи «Асам», «Эстрада ташшинче» Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи «Ритм» ушкăн тата ялти культура çуртĕнче ăсталăха туптакан Анжела Волкова мала тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code