Тỹскелĕнчи «Шуçăмпа» «Тускил» пултарулăх ушкăнĕсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче яланах кĕтнĕ хăнасем. Хальхинче сцена ăстисем йыхравпа Чердаклă районĕн Акатуйне çитсе килнĕ.
Концерт программин тĕп шăнăрĕ пулнă май, Тỹскелсем, çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Вениаминпа Наталия Муллинсем йышлă халăха чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи юррисемпе савăнтарнă, ташă çаврăмне йыхравланă. Купăсçăсем Олега Мустаева асăнса йĕркеленĕ «Выля, хут купăс!» конкурсра та чи харсăррисем.
Пирĕннисем пушă самантра вăй виçме те ĕлкĕрнĕ: Матвей Галкин хăйĕнчен аслăраххисемпе тупăшса кире пуканĕ йăтассипе 2-мĕш, Валерий Архипов çăмăл автомашинăна туртассипе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

