Паян ачасен çуллахи сиплевпе кану тапхăрĕ пуçланать. Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче 80 пин ытла ача лагерьсенче канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Пĕтĕмпе хула тулашĕнче — 17, шкулсен çумĕнче — 275, социаллă пулăшу паракан центрсен çумĕнче 10 лагерь ĕçлĕ. Йывăр лару-тăрури çемьесенчи 1,5 пин ача бюджет шучĕпе социаллă учрежденисен çумĕнчи лагерьсенче канĕ. Ятарлă çар операцийĕсене хутшăнакансен ачисем те (140 ача) лагерьсенче сывлăха çирĕплетĕç. Запорожье облаçĕнчи Бердянск хулинчи шăпăрлансем те Чăваш Енри лагерьсенче канĕç. Çуллахи кану тата сиплев валли пĕтĕмпе 1 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. «Шупашкарти «Волна» тата Çĕнĕ Шупашкарти «Звездочка» лагерьсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, хушма корпуссем тăваççĕ. «Белые камни», «Янтарный», «Соснячок», «Солнечный» тата «Бригантина» лагерьсенче 24 профиль смени йĕркеленĕ. Ача лагерьте 21 кун кантăр тесен ашшĕ-амăшĕн 23555 тенкĕ кăларса хумалла. Çав вăхăтрах коммерциллĕ тата çăмăллăхлă путевкăсем те пур. Лагерьсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва уйрăмах тĕпе хунă. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче должноçри çынсем валли ятарлă вĕренỹ ирттернĕ. Санитари хăрушсăрлăхĕ тата пахалăхлă апатпа тивĕçтересси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Халĕ апат-çимĕç блогĕсенче ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ, ятарлă курсра пĕлĕвне ỹстереççĕ. Шел те, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем хальлĕхе хула тулашĕнчи 7 лагере ĕçе пуçăнма ирĕк паман-ха. Вĕсем çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе ĕçлеççĕ. Кашни лагерь çумне медицина учрежденине çирĕплетнĕ. Кану лагерĕсенче ĕçлеме ятарласа пĕлỹ илнĕ çынсене кăна явăçтараççĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе педагогика колледжĕнче пуш уйăхĕнчен пуçласа çĕртмеччен лагерьсенче ĕçлес кăмăллă çамрăксем «Вожатăй» программăпа пĕлỹ илеççĕ.

