Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Поэма авторне сума суса

Поэма авторне сума суса

Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Тăван халăхăн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хут пĕлменлĕхпе кĕрешекенĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн — тĕнче поэзийĕн шедеврĕн авторĕ вăл.

Константин Васильевич Пушкăртстанри Пишпỹлек районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан ялти, унтан, 1903-1907 çулсенче, Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ.

Патшана хирĕçле митингсене хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса янă, çавăн пирки 1907 çулта тăван ялне таврăнма тивнĕ. И.Я.Яковлев çамрăкăн пултарулăхне асăрханах çав: кĕркунне ăна Чĕмпĕре чăвашла кĕнекесем куçарма чĕнсе илнĕ. М.Лермонтовăн «Иван ĕмпỹпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă», «Тĕрме çынни», «Парăс», «Пурнăç курки», «Чул ту» сăввисене, Н.Некрасов, А.Кольцов, Н.Огарев хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

1909 çулта К.Иванов экзамен экстерн майĕпе тытнă, учитель ята илнĕ. Унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çăл куç пек тапса тăнă: вăл — фольклорист, куçаруçă, фотограф, ỹнерçĕ, иллюстратор, декоратор, сĕрме купăсçă…

16 чĕлхепе вуланакан «Нарспи» поэма хуçин кун-çулĕ çав тери кĕске пулнă. Сывлăхĕ хавшаман тăк нумай-нумай сăвă-поэма çырма пултаратчĕ вăл.

Константин Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпе хурса вулавăшра викторина ирттертĕмĕр. Вилĕмсĕр поэма авторĕ хăй те вилĕмсĕр пулма тивĕç.

Валентина ГАВРИЛОВА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code