Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Супăнь шывĕ пулăшать

Супăнь шывĕ пулăшать

Улмуççи пыйтине (тля) мĕнле пĕтермелле-ха?

Супăнь шывĕ. Чи кăткăс меслет ку. Хуçалăх, симĕс, тикĕт тата туалет супăнĕ те юрăхлă. Йывăç-тĕме, ỹсен-тăрана сапма çирĕп шĕвек хатĕрлемелле. 300 г супăне теркăпа хырмалла, 10 л шывра ирĕлтермелле.

Кĕл шывĕ. Ăна хатĕрлеме 2 стакан кĕл, 100 г хуçалăх е ытти шĕвĕ супăнь кирлĕ. Кĕле вĕри шыва ямалла та çур сехет вĕретмелле. Шĕвеке сăрăхтармалла. Шыв хушса 10 л çитермелле, унтан супăнь ямалла.

Нашатырь спирчĕ. Ку шĕвек улмуççи пыйтине хăвăрт вĕлерет. 10 л шыва 50 мл нашатырь спирчĕ тата 50 г супăнь хушмалла.

Апат соди тата йод. 10 л шыва 2 апат кашăкĕ апат соди тата 1 чей кашăкĕ йод, 100 мл шĕвĕ супăнь хушмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code