Ытларикун округри шкулсенчен вĕренсе тухакан 11-мĕш классенчи 56 тата 9-мĕшсенчи 151 ачашăн хаваслă та хумхануллă уяв — «Юлашки шăнкăрав» иртнĕ.
Сакăр вĕренỹ учрежденийĕнче те уявсене хутшăннисене округ администрацийĕн, территори пайĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем саламланă. Округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Алевтина Федорова Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă.
Леонард Васильевич учительсемпе ашшĕ-амăшне ачасене вĕренỹ ĕçĕнче пысăк тимлĕх, вăй-хал уйăрнăшăн тав тунă, Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă.
Шкул пĕтерекенсен ячĕпе вăл çакна палăртнă:
— Паян эсир çитĕннисен пурнăçне куçатăр. Шкултан тарăн пĕлỹ багажĕпе, шанчăклă тус-юлташпа тата ырă аса илỹсемпе уйрăлатăр. Тарăн пĕлỹлĕх сире малашлăхра çул уçса пытăр, çĕнĕлĕхсене хăюллăн алла илме пулăштăр. Хăвăрăн тĕллевĕрсем патне хăюллăн утăр, йывăрлăхсенчен ан хăрăр, яланах тивĕçлĕ çын пулăр.
Уяв хуçисен ячĕпе çавăн пекех шкул директорĕ Лариса Васильева, пĕрремĕш вĕрентекен, класс ертỹçи, ашшĕ-амăшĕ, хăнасем ырă сунса сăмах каланă.

