Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешсем — тăван тăрăхра

Ентешсем — тăван тăрăхра

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хамăр ентешсемпе — тăван тăрăхра кĕске вăхăтлăх отпускра пулнă Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕпе Роберт Баранов генерал-майорпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Поповпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу тăван округа аталантарас, вырăнти пуçарусене тĕпе хурса малашне те килĕшỹре ĕçлес ыйтусем тавра йĕркеленнĕ. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ыйтăва та хускатнă. Палăртма кăмăллă, маларах асăннă ентешсен пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе округри вĕренỹре малта пыракан, тĕрлĕ конкурс-тупăшура палăракан пултаруллă ачасем çулсерен Мускав хулинче экскурсире пулаççĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотизм паркне çитсе курнипе пĕрлех вĕсем çар вĕренỹ заведенийĕнчи тата РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕнчи çар çыннисемпе те курнăçаççĕ, профориентаци урокне хутшăнаççĕ. Çак çул çỹрев кашни ачара патриотизм туйăмне çирĕплетни каламасăрах паллă.

Тĕл пулу хыççăн ертỹлĕх Лаш Таяпа территори пайĕнче пулса кунти активпа курса калаçнă, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Халăх программине кĕртмелли сĕнỹсене тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code