Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025-2026 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă. Вĕсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чыслама йышăннă:

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ольга Георгиевна КРЫСОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетнĕ кашни ĕнерен 12210 килограмм сĕт сунă.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Людмила Петровна ПЕРЦЕВА мăйракаллă шултра выльăх самăртакана. Вăл пăхакан выльăхсем пĕр талăкра 1210 грамм ỹт хушнă.

«Прогресс» акционерсен обществинчи Вера Васильевна ДАНИЛОВА сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан сыснасем пĕр талăкра 548 грамм ỹт хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code