Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ятне малалла тăсаççĕ

Ырă ятне малалла тăсаççĕ

Елчĕк тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 8 пин ытла çын хутшăннине пĕлетпĕр. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕ, шăпи.

Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Сусметовсен йăхĕнчен фронтра сахаллăн çапăçман. Арсений Сусметовăн çемйинчен кăна виçĕ ывăлĕ хутшăннă унта. Вĕсенчен иккĕшне, шел, вăрçă вутĕнчен чĕррĕн тухма тỹр килмен. Илья, 1924 çулта çуралнăскер, 1944 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче пĕр хаяр çапăçура пуç хунă. Рядовой Ленинград облаçĕнчи Лужск районĕнчи Хабалинка ялĕнчи масарта ĕмĕрлĕх канăç тупнă. Унран икĕ çул кĕçĕн Агейăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăшăн та вăрçă айăплă. Вăл тетĕшĕнчен пĕр кун маларах, анчах пĕр çул каярах (17.01.1945) çĕре кĕнĕ. Ăна ăçта пытарни паллă мар.

Сусметовсенчен асли — Василий (1922-2005). Елчĕк çар комиссариатĕнчен вăрçа кайма ăна повестка 1942 çулхине параççĕ. Вăл Çĕнтерĕве Брянск, Прибалтика, Белорусси фрончĕсенче çывхартнă, 43-мĕш, 3-мĕш армисенче артиллерипе миномет чаçĕсен разведчикĕ пулнă. 1944 çулхи июнь уйăхĕнче Орша, октябрьте Шауляй хулисене ирĕке кăларнăшăн Василий Сусметов ефрейтор СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Главнокомандующин Иосиф Сталинăн Тавĕсене тивĕçет. «Дивизионри чи лайăх разведчик, харсăр, паттăр салтак» — наградăсен докуменчĕсенче çапларах палăртнă.

Василий Арсентьевич ырă кăмăллă, çынпа хутшăнма юратаканскер пулнă. Вăрçă тапхăрĕнчи хăш-пĕр пулăмсем пирки мăнукĕсемпе ялти ачасене те каласа панă вăл. Орша хулинчен инçех мар вырнаçнă Пущай ялĕ çывăхĕнче фашистсен 3 дзочĕ, 120 миллиметрлă батарейи вырнаçнине палăртнăшăн разведчика «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă. Пурăннă чухне унăн кăкăрне çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр, I, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсем, Жуков, «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем илемлетнĕ.

— Вăрçă хаярлăхĕ пирки асатте ытлах каласа памастчĕ, — мăнукне, республикăри «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумне Алина Паймулкинăна тимлер-ха, — апла пулин те эпир пĕчĕккĕ чухне пĕр самант пирки чунне уçнине халĕ те манаймастăп. Разведкăна кайсан Орша çывăхĕнче асатте нимĕçсен тискерлĕхне асăрхать: ятарласа чавнă шăтăка çынсене хỹтерсе кĕртнĕ те вĕсем çийĕн танкпа кайнине курсан нимĕн тăвайманнипе питĕ эрленнĕ. «Халăха çапла нушалантарса вĕлернине курсан чĕре çурăлса тухатчĕ пулĕ. Анчах эпĕ пĕччен, ушкăн нимĕç çине пырса кĕрейместĕмччĕ ĕнтĕ. Çитменнине юраман та, мĕншĕн тесен эпĕ конкретлă задание пурнăçлама тухнă», — çапла аса илетчĕ асатте.

Вăрçă ветеранĕ Çĕнтерĕве епле кĕтсе илнине вара час-часах каласа кăтартнă:

«Ун чухне эпир виççĕн черетлĕ разведкăна кайрăмăр. Чылай утсан-чупсан малта шавланă сасă илтĕнчĕ. Тỹрех çĕр çине кĕрсе выртрăмăр. Мана, лутраскере, тăшман çийĕнчех асăрхаймасть тесе, çỹлелле хăпарса пăхма каларĕç. Хĕрлĕ ялав вĕлкĕшнине курсан эпир çĕнтернине ăнлантăм».

Паттăр салтак тăван ялне 1946 çулхи март уйăхĕнче кăна таврăнать. Чылай çул Кивĕ Эйпеç Ял канашĕн секретарĕ пулса тăрăшать, 1960 çулта Аслă Пăла Тимешпе пĕрлешичченех. Колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать, ревизи комиссийĕн членĕн тивĕçне те пурнăçланă вăл. Ял кĕтĕвне те кĕтнĕ. Мăшăрĕпе, Ксения Михайловнăпа, тĕреклĕ хуçалăх тытса тăнă. Уйрăмах тирпейлĕхе мала хунă вĕсем.

Сусметовсем икĕ ывăла кун çути парнеленĕ, анчах аслин, Николайăн, пурнăçĕ питĕ ир татăлнă: чирленĕ хыççăн 6-7 классенче вĕреннĕ чухне çĕре кĕнĕ. Ардалион (ялта ăна Ардали тенĕ) колхозра, район центрĕнчи предприятисенче шоферта вăй хунă. Ашшĕне сума суса вăл çурт умĕнче беседка тунă, йывăçсем лартса аллея йĕркеленĕ. Шел, пенси çулне çитсе пынă арçын тăруках пурнăçран уйрăлнă.

Кил-хуçалăха халĕ унăн мăшăрĕ Антонина Павловна пĕчченех тытса пырать. Тасалăх, тирпейлĕх — ĕлĕкхи пекех тĕп вырăнта кунта.

Вăрçă паттăрĕ Василий Сусметов паян мăнукĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе савăннă пулĕччĕ. Вĕсенчен асли — Николай — пирваях налук тытăмĕнче тимленĕ, халĕ — уйрăм предприниматель. Алина пирки маларах кĕскен асăннăччĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнтарнă: нумай çул хушши Шупашкар районĕнчи «Тăван ен» хаçатра тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ, çав шутра тĕп редакторта та. «Чăваш Ен» телерадиокомпанире хыпарсен пайĕн редакторĕ пулнă май, республика пурнăçĕпе çыхăннă ятарлă кăларăмсем хатĕрленĕ. Ăста диктор та. Алина — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 3 хут стипендиачĕ, ăна РФ Журналистсен союзĕн Хисеп хучĕпе, ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă.

Кĕçĕнни — Надежда — тухтăр. Маларах Елчĕкри тĕп больницăра ĕçленĕ, халĕ — Шупашкарта.

Çĕнтерỹ парнеленĕ салтакăн ырă ятне паян ĕçри тата обществăри хастарлăхпа мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.

Николай МАЛЫШКИН.
Кивĕ Эйпеç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code