Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юрă-ташăра пултаруллисем

Юрă-ташăра пултаруллисем

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енре — хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн округ центрĕнчи тĕп стадионра ача-пăча пултарулăхĕн «Çăлтăрлă фиеста» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Икĕ номинаципе «Вокал» тата «Хореографи» — йĕркеленĕ тупăшу тĕрлĕ территори пайĕсенчи çамрăк талантсене пухнă. «Вокал» номинацире тĕрлĕ ỹсĕмре малти вырăна Амелия Крылова, Александра Николаева, Вера Иванова, Есения Сайкина, Екатерина Чернова, Сафия Джантаева, «Шăнкăрав» вокал ансамблĕ тухнă. Эмилия Колосова, Камила Столярова, «Шевле» ушкăн — 2-мĕш, Андрей Пчелин, Ярослав Горшков, «Асамат» ушкăн, Мирабелла Галкина 3-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code