Округра Çветтуй Троица кунĕн тивлечĕпе ялсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.

Хăвăлçырмара, акă, ял кунĕнче нумай çул килĕшỹре пурăнакан çемьесене, общество хастарĕсене чысланă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, Хисеп хучĕсемпе сумланă. Зинаида Краснова, Ольга Дмитриева, Галина Трофимова, Зинаида Михеева тата ыттисен пуçарулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе ялта чăннипех усăллă ĕç сахал мар пурнăçланать.
Ĕнел ялĕнче пуян содержаниллĕ программăра ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене хавхалану кỹрессине те, спорт ăмăртăвĕсем ирттерессине те, хунавсем лартассине те шута илнĕ. Тавралăха симĕслетес ĕçе нумай çул Елчĕк ял Канашĕн секретарĕнче вăй хунă 86-ри Зинаида Николаева та хутшăннă.
Ял çыннисене тата хăнасене савăнăç парнелес тĕлĕшпе Курнавăш ялĕнче те яваплă ĕçченсем пысăк мероприяти йĕркеленĕ.
Ялсенчи кашни уяврах халăха ентешсем — эстрада юрăçисем — юрă-кĕвĕ ытамне илнĕ.
Ял уявĕ халăха пĕрлештерет. Унта тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă ентешсен çыхăнăвĕ, килĕшĕвĕ вăй илсе çирĕпленет, çакă ялшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума хавхалантарать.

