Çу кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Хĕвел хĕртет, пăчă, шыва кĕрес килет. Ачасен савăнăçĕн вĕçĕ çук. Каникул вăхăтĕнче вĕсен асăрханулăхĕ те чакать. Çакнашкал лару-тăрура ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе уйрăмах çухатмалла мар.
Аса илтересшĕн: çул çитмен ачасен хăйсем тĕллĕн юхан шыв е пĕве-кỹлĕ таврашĕнче пулма юрамасть. Шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕмелле. Чăммалла е сикмелле мар, мĕншĕн тесен шыв айĕнче йывăç турачĕ, пысăк чул, тимĕр-тăмăр пулма пултарать. Шывра тата çыран хĕрринче вăйăсем выляссинчен тăхтамалла.
Шкулсенче кану лагерĕсем ĕçленĕ май, профилактика мероприятийĕсем туллин йĕркелеме питĕ меллĕ. Ачасем çавăн пекех çул-йĕр, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнассине те вĕренччĕр.
Хаваслă тапхăр инкексĕр ирттĕр, ырă пулăмсемпе кăна çыхăнса пытăр.
Олег АНДРОНОВ.

