Çак çынпа курса калаçсан чунра яланах ырă туйăм çуралать. Пысăк тавра курăмлă, ырă та сăпайлă, çынлăхлă вăл. Унăн кашни сăмахĕ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ, вĕсенче — тарăн шухăш. Ĕмĕрне педагогика ĕçне халалланăскер пурнăçĕнче миçе ачана тивĕçлĕ воспитанипе ăс-тăн паман-ши? Сăмахăм Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Серафима Александровна Терентьева пирки. Пултарулăхĕшĕн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ», «Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Халăх педагогĕ» ятсене парса чысланă ăна. Икĕ хутчен Раççей шайĕнчи «Çулталăкри директор» конкурсăн лауреачĕ вăл, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тивĕçнĕ награда тата та нумай. Чи кирли уншăн — халăх хисеплени тата хаклани.

Серафима Терентьева (Яковлева) 1946 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енри Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Александр Яковлевичпа Елена Ивановна, тăван хуçалăхра тăрăшнă. Александр Яковлевич Яковлев 3 вăрçă участникĕ пулнă. Мирлĕ вăхăтра бригадир, ферма заведующийĕ, колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. Амăшĕ таврара ăста çĕвĕç пулнипе палăрнă.
— Аялти кĕпе-йĕмрен пуçласа пальто-сăхман, кĕрĕк таран çĕлетчĕ ăста алăллă анне. Кунĕпе ĕçре пилĕк авнăскер килте сĕм çĕрлеччен çĕвĕ машини умĕнчен пăрăнман. Кукаçи енчи тăвансем питĕ теветкеллĕ пулнă, ĕç кăларма пĕлнĕ тетчĕ анне. Кукаçи — Иван Дмитриев (Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакасси ялĕнчен) — 25 çул хĕсметре службăра тăнă, отставкăна унтер-офицер званипе тухнă. Питĕ пуян пурăннине аса илетчĕ, кĕлечĕсем те икĕ хутлă пулнă тени асра юлнă. Кукаçин тетĕшĕ Митрофан хут вĕреннĕ çын пулнă, священника тухнă, кайран тăван килĕнче шкул уçса хресчен ачисене тỹлевсĕр майпа вĕрентнĕ, — каласа кăтартать С. Терентьева.
Еленăпа Александр Яковлевсем 4 ача çитĕнтернĕ. Асли — Иван — 1931 çулта тĕнчене килнĕ.
— Анне хăйĕн ылтăн аллине тетене парса хăварчĕ. Вăл çĕлеме пĕлетчĕ анчах мар, платник ĕçне те пултаратчĕ, — сăмахĕсене малалла тăсать Серафима Александровна.
Иван хыççăн 3 хĕр килнĕ тĕнчене, Серафима чи кĕçĕнни пулнă. Çак пулăма вара питĕ савăнса каласа кăтартрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ: «Анне мĕн пур ачине лайăх тумпа çỹретрĕ. Ăна курсан манăн та кĕпе çĕлес килчĕ. Пĕринче арчаран чи илемлĕ пусма тĕркине (ун чухне пусма питĕ сайра тата хаклă пулнă) туртса кăлартăм та, пĕр хăраса тăмасăр кĕпе валли касма пуçларăм. Пулмарĕ анне пек хитре çĕлесси. Çапах та çывăх çыннăм ман ăнман ĕçе курсан пĕр сивĕ сăмах та каламарĕ. «Вĕрен, хĕрĕм, çĕлеме. Шăрçа пек çĕлесси тỹрех пулмасть вăл, хăнăху кирлĕ кунта», — терĕ. Тĕлĕнмелле ырă та ăшă чунлă, ăслă хĕрарăмччĕ çав вăл».
Хĕр ача ачаранах ĕç çумне çыпăçнă, çăкăр хакне пĕчĕкрен туйнă. Шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ хĕр, кунтан вĕренсе тухсан пĕр хушă Çĕмĕрле районĕнче вĕрентекенре тăрăшнă, унтан пĕлĕвне Шупашкарти пединститутра малалла тăснă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен педагог малтанах 4 çул республикăри тĕрлĕ шкулта тăрăшнă, çав шутран пĕр вĕренỹ çулĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче ĕçленĕ. Çак тапхăрта курса кăмăлланă та ăна пулас мăшăрĕ — асăннă ял каччи Петр Терентьев. Хăй Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухиччен те вĕçертмен вăл хĕре: каччă инженер-механик профессине алла илсен пĕр-пĕрне юратакан чĕресем пĕрлешнĕ. Малтанах Петр Васильевича Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнчи «Ульяновец» хуçалăха ĕçлеме янă, арçын кунта тĕп инженер пулса вăй хунă. Çамрăк арăм та çак ялти шкула ĕçлеме вырнаçнă — вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă.
Кунта пĕр çулталăк тăрăшсан Петра çар ретне илнĕ — пĕр çул ракета çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă вăл. Тăван тăрăха таврăнсан çемье пуçĕ районти сельхозтехника предприятинче вăй хума пуçланă. Серафима Александровнăна малтанах районти культура пайне ертсе пыма шанаççĕ. Çак яваплă вырăнта 5 çул тăрăшнă хĕрарăм, районти культура ĕçне хăйĕн тỹпине хывнă.
1979 çулта парти райкомĕ сĕннипе Терентьевсен çемйине мăшăрĕн тăван ялне куçараççĕ. Серафима Александровнăна ялти шкула директор пулма, Петр Васильевича «Победа» колхозăн 5-мĕш комплекслă бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Серафима Александровна Аслă Пăла Тимеш тата Кушкă шкулĕсенче директор пулса 23 çул тăрăшать. Çак хушăра хăй пысăк яваплăхлă, тăрăшуллă, ăста ертỹçĕ пулнине лайăх çирĕплетет. Вăл ертсе пынă коллективсем яланах малти ретре пулнă. Ертỹçĕ пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тỹрре кăларма пултарнă Серафима Александровна. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ çулсенче çуллахи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» лагерьте тăрăшнă вăл, пуçаруллă хĕре кунта комсомол организацийĕн секретарьне те суйланă. Комсомолецсемпе ĕçлессине кайран та пăрахман — 1990 çулта «Победа» колхозри парти организацине ертсе пыма шаннă ăна. Ку ĕçе пĕтĕм чун-чĕрине панă ăста йĕркелỹçĕ. 1998 çулта С.Терентьевăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхне те çирĕплетнĕ. Халăх нушине илтме пĕлнипе, ыйтăва кĕске хушăра ун майлă татса пама тата кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнипе хисепе тивĕçнĕ хĕрарăм.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ĕçпе кăна йăпанса ларма пултараймарĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. 10 çул ытла ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти организацине ертсе пычĕ. Аслă ăрурисене Шупашкар, Чĕмпĕр, Улатăр, Етĕрне, Хусан хулисемпе тĕрлĕ районсене экскурсине илсе çỹрерĕ. Вăл пуçарнипе, Иван Шурбин тăрăшнипе районти ветерансен хорĕ йĕркеленчĕ. Коллектив республикăра, Атăлçи округĕнче çĕнтерỹçĕ пулса Мускава та çитрĕ ун чух. Паянхи кун та Серафима Терентьева обществăлла ĕçре хастар. Республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн членĕ, Елчĕк ентешлĕхĕн пайташĕ те вăл — культурăпа канăва йĕркелесе пырас яваплăха хăй çине илнĕ.
Терентьевсен туслă çемйинче икĕ ача çитĕннĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă вĕсем: ывăлĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ: Сергей — стоматолог, Саша — экономист. Иккĕшĕ те çемйисемпе Мускав хулинче пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра асламăшне 5 мăнукĕ савăнтарать. Çывăх çыннисем тăван киле пуçтарăнсан пỹрчĕ савăк шавпа тулать. Мăшăрĕ ир пурнăçран уйрăлни анчах пăшăрхантарать хĕрарăма. Петр Васильевич 15 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Çак йывăр хуйха чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ çирĕп хĕрарăм, чиркĕве çỹресе унăн чунĕшĕн Турра кĕл тунă, çăмăллăх ыйтнă.
Уявсенче телефон шăнкăравĕ чарăнмасть. Хăй вĕрентнĕ ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тус-юлташĕсем паянхи кун та тав сăмахĕ калаççĕ савнă учительне, хисеплĕ çынна салам сăмахĕсем яраççĕ.
Çак кунсенче Серафима Александровна 80 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Педагогика ĕçĕн ветеранне эпир те, хаçат ĕçченĕсем тата пичет ветеранĕсем, ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.
— Тавах, ман çумра яланах ырă çынсем. Вĕсем мана пурăнма хавхалантараççĕ, пурнăç илемне туйма пулăшса тăраççĕ. Ĕмĕр тăршшĕнче пĕрле ĕçлеме тивнĕ мĕн пур ĕçтеше, хамăн вĕренекен пулнă ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, ял-йыша, кỹршĕ-аршăна, пĕр кас çыннисене, тус-юлташсене чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех хальхи вăхăтра общество ĕçĕнче пĕрле тăрăшакансемпе — Чăваш Республикин вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕпе Генрих Васильевпа, канаш представителĕсемпе, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçипе Юрий Карповпа тата правлени членĕсемпе килĕшỹре ĕçлетпĕр, вĕсене те пысăк тав, — тет Серафима Александровна.
С.Терентьева хăйĕн тата тăванĕсен пурнăçне сăнарласа кĕнеке кăларнине те палăртар. Вăл, «Пире çыхăнтаракан çип» ятпа пичетленнĕскер, тăванĕсемшĕн хаклăран та хаклă парне.
Елена ПЕТРОВА.

