Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Çемье хаклăхĕсем — Чăваш Енĕн культура эткерĕ»

«Çемье хаклăхĕсем — Чăваш Енĕн культура эткерĕ»

ятпа Курнавăш ял библиотекинче çемье йăла-йĕркисем урлă культура эткерлĕхне упрас темăна халалласа çĕнĕ кĕнекесен куравĕн презентацийĕ иртнĕ.
Библиотека заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова мероприятие пухăннисене тăван ен историйĕ, унăн ăс-хакăл çыхăнăвĕ çинчен каласа кăтартнă, çемье хаклăхĕн темине уçса паракан чи интереслĕ кăларăмсемпе паллаштарнă.

Çак хайлавсене сỹтсе явнă май пуçтарăннă хăнасем çемьери йăла-йĕркесене хальхи пурнăçра тытса пыни, хăйсен йăх-несĕлне пĕлнин пĕлтерĕшĕ пирки сỹтсе явнă. Паллах, чăваш çыравçисемпе сăвăçсен пултарулăхне уйрăм тимлĕх уйăрнă. Вĕсен хайлавĕсенчи çемье тата ăрусен тăсăмĕ çинчен çырнă сыпăксене сасăпа та вуланă тĕл пулăва хутшăннисем.

Мероприяти тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене хăй тавра пуçтарни савăнтарать. Çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен курава ял çыннисен харпăр хăйсен архивĕнчи сăн ỹкерчĕкĕсене кĕртни экспозиципе паллашакансемшĕн тата та кăсăклă, паха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code