Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх тапхăр. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çавна май çутă кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Хуçалăх утă хатĕрлессине планпа пăхнинчен ирттерсе тултарнă: 200 тонна вырăнне 300 тонна хывнă ĕнтĕ. Ку ĕç малалла пырать. Сенаж ыйтăвĕ те тĕп вырăнта. Петр Анисимов тĕп агроном каланă тăрăх, ăна тăватă кун хушшинче кăна 2305 тонна (53 процент) хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Черетлĕ тĕл пулура та вăл Владислав Степанов бригадирпа тата «КСУ» агрегатпа курăк çулакан Сергей Абрамов механизаторпа асăннă ĕç йĕркеленĕвне сỹтсе явнă.
П.ИЛЬИН.

