Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçре пиçĕхнĕ «вăрçă ачи»

Ĕçре пиçĕхнĕ «вăрçă ачи»

Вăрçă ачисем нумай хуйхă-суйха тỹснĕ çынсем. Çĕршывра пулса иртнĕ йывăр тапхăрсем аслă ăрури çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи йывăр çулсем, выçлăх, ырми-канми ĕçлени вĕсен сывлăхне нумай хавшатнă. Анчах та чăтнă, тỹснĕ чăваш хĕрарăмĕ. Вĕсенче ĕçченлĕх, тỹсĕмлĕх, сăпайлăх палăрса тăрать. Хăйсен ĕмĕрĕнче чылай хура-шурра курнă пулсан та паянхи кун нумайăшĕ пуян ăс-хакăллă, вăй-халлă, çирĕп сывлăхлă. Çапла пултăрччĕ те. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çулĕсем шултра пулсан та йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмаççĕ, вĕсене парăнтарас тĕллевпе тĕрлĕ майсем тупма тăрăшаççĕ.

Çак сумлă ватăсенчен пĕринпе, «вăрçă ачипе», паллаштарасшăн эпĕ паян хаклă вулакана. Вăл Кавал ялĕнче пурăнакан хисеплĕ Елизавета Васильевна Иванова. «Лиза аппа», — çапла чĕнеççĕ ăна таврари ялсенче пурăнакансем. Вăл ял хушшинче хисеплĕ çын, ун пирки ырă сăмах çеç илтме пулать.

1935 çулта Кавал ял каччипе Василий Федорович Носовпа çак ял хĕрĕ Васса Васильевна Капламова мăшăрланса çемье çавăрнă. Часах çамрăксен йыш та хутшăннă. Вĕсем тĕнчене икĕ хĕр парнеленĕ. Асли — Лиза 1936 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче кун çути курнă. Тепĕр çултан, кăрлачăн 22-мĕшĕнче, Тоня çуралнă. Çапах та пĕчĕк пепкесем ашшĕн чĕрçи çинче нумай ачашланайман, ашшĕн тĕрекĕпе хỹттине туймасăрах ỹснĕ. Вăрçă пуçламăшĕнчи тапхăра вĕсем амăшĕ каласа панă тăрăх кăна пĕлеççĕ.

Синкерлĕ кунсем пуçлансан арçынсен вăрçа кайма ят туха пуçланă. Часах, 1941 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче, вĕсен ашшĕне те черет çитнĕ. Мускав тăрăхĕнче ĕçленĕ ăста шофера «Виллис» çăмăл автомашина шанса панă. Вăл 1944 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чехословаки çĕрĕ çинчи Весела станцийĕ патĕнче пуçне хунă. Амăшĕ, Васса аппа, икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă. Темиçе хут та вуланипе лутăрканса пĕтнĕ, сарăхса кайнă ашшĕн юлашки çырăвне çак таранчченех упрать Лиза аппа. Ăна вăл таса хут çине куçарса тирпейлĕ пуçтарса хунă. Çырури сăмахсене пăхмасăр пĕлет пулсан та аса илсен паянхи кун та уçса вулать. Çак паянччен упранакан виç кĕтеслĕ çыру никам та асран тухманнине, нимĕн те манăçманнине, кил хуçи пулнă ашшĕне хисепленине кăтартса парать.

«Çуллахи каникул вăхăтĕнчи кунсенче эпир вĕрентекенсемпе пĕрле хирти анасем çинче çум курăк çумланă. Кашни кĕркунне, тыр-пул пуçтарса пĕтернĕ хыççăн, хирте выртса юлнă пучахсене пуçтарма тухнă. Пучахĕсене пир хутаçсенче шĕкĕлченĕ, кайран пĕрчисене колхоза леçнĕ. Тырă вырма ачаллах хутшăннă. Аннепе пĕрле вырнă, çамрăк пулсан та тулли ывăçпа вырнипе тепĕр чухне алă шыçса кайса ĕçлейменни те пулнă. Анне пире шеллесе пĕчченех вырса пĕтеретчĕ. Мĕнле чăтнă-ши вăл? — аса илет Лиза аппа. — Кавалти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Патăръел районне кĕрекен Тури Туçари вăтам шкула вĕренме кайнă. 8-мĕш класа кĕме математика, вырăс чĕлхи предмечĕсемпе «4» тата «5» паллăсемпе экзамен тытнă. Пĕрремĕш чĕрĕке вĕçленĕ хыççăн малалла вĕренме 150 тенкĕ, хваттершĕн тата 150 тенкĕ тỹлемелле пулчĕ. Анчах та аннен ун чухлĕ укçа çуккипе малалла вĕренеймерĕм».

Шăпи çапла пулнă пулĕ, ялтах юлать Елизавета. Фермăри цеха выльăхсем валли çĕр улми пĕçерме вырнаçать. Хăй каланă тăрăх, Лиза аппа çамрăк чухне ĕç йывăр пулсан та савăнма та вăхăт тупнă, вăййа тухнă, улахра алă ĕç тунă. «Мана, 17 çулхи хĕре, арçын ачасем лаша кỹлме вĕрентрĕç. Вăл вăхăтра бригадирта ĕçленĕ Санькка тете (А.И.Головин) мана «Руслан» ятлă пĕчĕкрех лаша çирĕплетсе пачĕ. Çак чĕлхесĕр янаварпа арçын ачасемпе тан кĕлте турттарма пуçларăм. Хăш чухне, шеллесе, стариксем лава пушатма пулăшатчĕç», — малаллах уçать шухăшне Лиза аппа.

Шăпа таçта та илсе çитернĕ Елизавета Васильевнăна. 1954 çулта Узбек Республикинчи Фергана хули çывăхнелле вырнаçнă шахтăра ртуть руди кăларнă çĕрте ĕçленĕ вăл. Халăха пĕлтермелле мар объект шутланнипе-и, тен, ятне çырман, «сайра тĕл пулакан металлсем кăларакан 6-мĕш номерлĕ комбинат» тесе çеç палăртнă. 1955-1956 çулсенче Мускав облаçĕнчи «Беливское» торф кăларакан предприятинче тăрăшнă. Унтан таврăнсан ялти бригадăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, пĕр ĕçрен те пăрăнман, халăхпа пĕрле пулнă. Колхозра тырă вырнă, утă-улăм хатĕрленĕ, çĕр улми, чĕкĕнтĕр пайĕсем çинче ырми-канми пилĕк авнă. 1966-1989 çулсенче Кивĕ Эйпеçри 8 çул вĕренмелли шкулăн Кавалти кĕçĕн классен шкулĕнче техничкăра тимленĕ.

«1957 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче пĕрлешсе çемье çавăриччен манăн пулас мăшăр Виталий Арсентьевич Иванов Аслă Пăла Тимешре тата Елчĕкре йывăçран кĕперсем хывнă çĕрте платникре тăрăшнă. Çав çулхи июньте Виталий Элекçей Тимеш ялне Пăла урлă кĕпер хывнă çĕре ĕçлеме кайрĕ. Вĕсен бригади 2 çул хушшинче виçĕ кĕпере планпа пăхнинчен маларах туса пĕтернĕ», — сăмах çăмхине малалла сỹтет ĕç ветеранĕ.

Елчĕк кĕперне туса пĕтернĕ хыççăн платниксен бригади кĕпер çинче сăн ỹкерĕннĕ. Сăн ỹкерчĕк хыçне 1957 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк райĕçтăвкомĕн çул-йĕр тата кĕпер тăвас уйрăм ертỹçи (зав. райавтомостодора) Исемпел çынни В.Н. Жирнов «За досрочное завершение строительства моста с фермами Гау через реку М. Була плотнику Иванову Виталию» сăмахсемпе алă пусса пичет çапса çирĕплетнĕ. Çапла вара кĕпере палăртнă вăхăтран маларах туса пĕтернĕшĕн çак сăн ỹкерчĕке 24 çулхи В.Иванов платнике те парнелени паллă.

Çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса çырма тепĕр енче пỹрт лартма шухăш тытнă. Вăл вăхăтра вăрманĕ, кирпĕчĕ хĕсĕкрех пулнине шута илсе, Виталий шлакран бетон туса, хальхи пек каласан, «монолит» çурт хăпартать. 1964 çулхине çĕнĕ çурта пурăнма куçать çемье. Сĕнтĕрвăрринчи строительство енĕпе ĕçлекен бригадирсене хатĕрлекен шкула пĕтерсен ăста платник пĕр вăхăт «Победа» колхозри стройка ĕçĕсемшĕн те яваплă пулнă. Хуçалăхра инженер-строитель должноçне çирĕплетсен каярахпа Кавал ялĕнчи строительсен бригадине ертсе пырать. Виталий Арсентьевича тавра ялсенче пĕлмен çын та пулман пулĕ. Вăл ăста платник пулнă анчах мар, çурт-хуралтă купаланă чух кирпĕч те хунă, кăмака та çавăрнă, çăм атă йăваланă. Çăм аттисем, кăмакисем илемлĕ те ăшă пулнипе нумай çын унран пулăшу ыйтнă. Тĕрĕссипе каласан, черет тăнă тесен те юрать пулĕ.

Çемье çавăрсан виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ килĕшỹллĕ мăшăр, пĕрин хыççăн тепри çуралнă пепкесем: Вячеслав, Ирина, Юрий, Виталий, Галина. Килте ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланнă, çамрăксене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратасси тĕп вырăнта пулнă. Ачасем хăйсене килĕшекен профессине алла илме пĕр чăрмавсăр вĕренччĕр тесе нумай тăрăшнă Виталий тетепе Лиза аппа. Вĕсен хушшинче водитель те, педагог та, экономист та, ашшĕ пек строитель те пур.

Пурнăç пĕр тумхахсăр мар. Питĕ шел, Елизавета Васильевнăн малтан ывăлĕ Юрий, унтан мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Çавăн чухлĕ хуйха чăтса ирттерме ăна ĕçре пиçĕхни тата Турра кĕл туни, Кивĕ Эйпеç ялĕнчи чиркĕве тăтăшах çỹрени вăй-хăват панă пулĕ.

Хальхи вăхăтра Лиза аппа килĕнче кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Елчĕкри «Ритуал» предприятире ĕçлекен Виталий тăрăшнипе пỹрте самана таппипе килĕшỹллĕн тултан та, шалтан та çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. «Ĕлĕкхипе танлаштарас пулсан, хальхи вăхăтри пурнăç питĕ лайăх: газ пур, шывĕ пỹрте кĕрет, юхса тухать, кĕпе-йĕм çума та ансат, машина çăвать, типĕтет. Ĕлĕкхилле кĕвентепе шыв йăтмалла мар, кисеппе кивсе япала çумалла мар, вакă касса чỹхемелле мар. Лавккара та хулари пек темĕн те сутаççĕ — мĕн кирли пурте пур темелле. Пурнăçĕ малаллах шăвать-ха та, хам хавшама пуçларăм çав», — ассăн сывлать кинемей.

Елчĕкре пурăнакан хĕрĕ Галина ялан тенĕ пек амăшĕ патĕнче, пỹрт-çурта тирпей-илем кĕртсе хăварма тăрăшать. Мускавра пурăнакан аслă хĕрĕпе кĕрỹшĕ, Елчĕкре тĕпленнĕ Вячеслав, йышлă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем килсех çỹреççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ юратнă амăшне, сумлă кукамăшне, ăшпиллĕ асламăшне. Çулла та, хĕлле те çын татăлмасть хисеплĕ ветеранăн килĕнче. Нихăçан та пуç усмасть вăл, унăн кашни ачи, мăнукĕ валли ырă, ăшă сăмах пур. Вĕсене нихăçан та кучченеçсĕр кăларса ямасть кинемей. Елизавета Васильевна пурнăçра хура-шурра нумай курнă пулсан та, çапах та пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе 90 çула çитни тăванĕсемшĕн калама çук пысăк телей!

Владимир ПЛОТНИКОВ.
Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code