Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан туслаш унпа нихçан

Ан туслаш унпа нихçан

Çакă çутă тĕнчере
Пĕтĕм вăй-хал этемре.
Турă панă телейне
Упрама пĕлесчĕ сан.

Анчах хальхи вăхăтра
Хăрушлăх тухса тăрать:
Паян çук-ха ку çуртра,
Ыран, ак, кĕтсе ларать.

«Кил-ха, — тет вăл, — ман пата.
Ут ман хыççăн, эс ăçта?
Ан юл пĕр шит эс манран,
Кайса килĕпĕр кайран».

Çакăн пек хуçаланать
Этемпе ун вилĕмĕ.
Тем те пĕр тупса парать, —
Юрăхсăр ун чĕлĕмĕ.

Вăл ыйтать санран им-çам
Ыраттарса сан чунна.
Çирĕп пул эсĕ, ачам,
Ан тыт ку япалана.

Вилĕмĕн вăрăм алли
Вăрттăн эмелне сĕнет.
Пулса тăчĕ чун илли,
Малашлăха пĕтерет.

Пĕтĕм чуну ыратать,
Чĕрỹ сан сиксе тухать.
Куçна тем те курăнать,
«Усал» шалта пурăнать.

Пĕтĕм ăш-чик тулашать,
Мăюнтан пăвса илет.
Алă-урана çыхать,
Çыннăн пурнăçне илет.

Асăннă наркăмăшпа
Ан туслаш эс нихăçан.
Пул эс лайăх юлташпа
Çирĕп сывлăхлă ялан.

Физкультурăпа туслаш,
Ăслă кĕнеке вула.
Аннỹпе те ан тавлаш,
Ĕмĕтлен эс малалла.

Рената ШАКОВА.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code