Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулакансен çывăх тусĕсем

Вулакансен çывăх тусĕсем

Почтальонсем йывăрлăхсене пăхмасăр вулаканшăн тăрăшаççĕ, кирек хăш çанталăкра та ялсемпе почта уйрăмĕсен хушшинчи çула такăрлатса хаçат-журнал валеçеççĕ.

Сăмах май, паян почтальон хаçат валеçекен кăна мар, унăн «сутуçă та, страхлакан агент» та пулма тивет, вăлах пенси валеçет, коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлевсене йышăнать, çĕнĕ технологисене алла илет, ватăсене тỹлевсемпе вырăнтах татăлма пулăшать. Хушма тивĕçсене аслă çулхисемшĕн çăмăллăх пултăр тесе пурнăçлаççĕ ырă чунлă хастарсем.

Елена Хрисанова, Ильгиза Григорьева почтальонсем Элекçей Тимеш, Акчел тата Елчĕк ялĕсенчи вулакансен çывăх тусĕсем. Иккĕшĕ те вĕсем ĕçне чунтан парăннă, яваплăха çирĕп туяççĕ. Çакăн пек хастар ĕçченсем çинче тытăнса тăраççĕ те ĕнтĕ паян почта çыхăну уйрăмĕсем.

Сăн ỹкерчĕкре: Елена Хрисановăпа Ильгиза Григорьева вулакансем патне çула тухас умĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code