Калав

«Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле» тенĕ пекех, çĕр çинче хĕр-хĕрарăм тени те тĕрлĕрен. Пĕрисем (тен, эсир те асăрханă çакна?) çамрăклăх хăçан та пулсан иртессе, илемлĕх çухаласса, арçынсене пуçне çухаттаракан вăрттăнлăх «кивелессе» аван ăнланаççĕ. Кун пеккисем хĕр-тантăшсем качча тухнине (юратса е çук — пурпĕрех), ача кỹми тĕртсе утнине ăмсанса пăхаççĕ, хăйсем никама кирлĕ маррине кура, питĕ усалланса каяççĕ, мĕнле майпа та пулсан пĕр-пĕр арçынна алла çавăрса илме тăрăшаççĕ.
Теприсем вара пурнăç хăналăх пулнине, пурнăçра илемлĕх кăна мар, çав илем тенине упрама пĕлни хаклăрах пулнине, кунĕн-çĕрĕн телевизор умĕнчи диван çинчен çĕкленме пĕлмен е ỹсĕр-какăр арçынран хăвăртрах хăтăлмаллине ăнланаççĕ. Пĕр хĕр-тантăшĕ упăшкинчен уйрăлать, çапларах шутлать: «10 çул ытларах çамрăкрах курăнаççĕ вĕсем халĕ, эпĕ çеç, ухмахскер, упăшкан шăршлă нускине çуса, çав ăнманскере апат пĕçерсе çитерсе пурăнатăп…». Ăнлантăр пулĕ, кун пеккисем мăшăр тупма мар, упăшкисенчен уйрăлма, çемьене аркатма васкаççĕ.
Ульяна, пысăках мар хулара пурăнаканскер, тĕлĕнмелле пулин те, пĕрремĕшсен шутне кĕрет. 22 çула çитрĕ те, епле-ха урăхла шухăшлăн? Подъезд умĕнче ларакан, хăйсене пуриншĕн те яваплă туякан кинемисем, ав: «Николай хĕрĕ ватта юлать пулĕ ĕнтĕ…» — тесе шĕкĕлчеме пуçларĕç. Ашшĕ те, хăйсен заводĕнче çуршар çул ĕç укçи илейменскер, амăшне: «Сан ухмах хĕрне качча илекен те çук. Пирĕн шутпа пурăнать, хăçан укçа ĕçлесе илме тытăнать?» — тесе тустарсах тăрать. Хĕрне капла куçранах калаймасть те, шур куçĕсемпе шăтарасла пăхса илет-илетех. Мĕнех, тĕрĕслĕхĕ çук мар çав. Шупашкарти пĕр училищĕре çĕвĕçе вĕреннĕ вăхăтра, ухмахрах чух, сиксе тухмалла пулнă та качча ыттисем пек, тен, çиен апачĕ те пыра ларман пулĕччĕ. Кахал теме çук-ха Ульăна — çĕвĕçе вырнаçасси пулмарĕ пулин те, вокзалта сигарет-шоколад таврашне сутса пăхрĕ. Анчах çулĕпе хĕртен чылай аслăрах сутуçăсем хăйсен йышне илесшĕн пулмарĕç ăна. Вăрттăн, вĕсене курăнмасăр та суткаласа пăхрĕ те, лешсем милиционерсене тĕллеттерсе янă хĕр сутакан вырăна — вăт сана конкуренци!
Çавăнпа питĕ-питĕ качча сиксе-чупса тухас килнĕ те ĕнтĕ Ульăн. Малтанах (максималистка мар-и ара?) кинори пек пуян, илемлĕ, машинăллă, мобильнăй телефонлă арçын çинчен ĕмĕтленетчĕ хĕр. Кĕрен тĕслĕ пиншак пултăр тата! Ытти тантăшĕсем пек 12-13 çулта мар, 18-та кăна хĕрлĕхне çухатрĕ вăл. Йĕкĕлтешсе кулакан та тупăнчĕ: «Пуянлăха кама валли упраса пурăнан?». Уля вара пулас упăшки хăйне никам тĕкĕнмен хĕр лекнине пĕлсен еплерех савăнасса куçĕ умне кăларса тăрататчĕ. Айванкка-а-а-а!!! Ăслăланса пынăçемĕн Ульяна ку пĕчĕк хулара хăй тĕлне Ален Делон пек яш килсе тухмасса аванах ăнланма тытăнчĕ. Ара, пĕтĕм арçын нишлĕ пек туйăнма тытăнчĕ вĕт. Иномаркăпа мобильнăй пирки те пит ĕмĕтленмелли-кĕтмелли çук. Эрех таврашне ĕçме ăçтан укçисене тупаççĕ-ши тупата? Çын евĕрлĕ тăхăнма, хĕрсене чечек илсе пама — çук, нимĕн те çук. Чечек сана! Хĕр-хĕрарăм çине пĕр тĕллевпе кăна пăхаççĕ те.
Çапла, 18 çулта кăна «хăваласа çитрĕ» хăй тантăшĕсене Ульяна. Пĕр каç çапла, мĕн пуласси пултăрах тесе, Таня тантăшĕнчен уçă декольте кĕпе ыйтса илчĕ, писев-сăрă таврашĕпе аванах сăрланчĕ. Таня, ун çине ытарлăн кулса пăхса илчĕ те: «Тĕрĕс тăватăн» — терĕ кăна, пил панăн. Шăпах çав каç паллашрĕ те Ульяна дискачра (хула çамрăкĕсем дискотекăна кĕскен çапла калаççĕ) хăйĕн пĕрремĕш арçынĕпе. 18 çул упранă хĕр пуянлăхĕпе студентсен общежитийĕнчи кивĕ тимĕр кравать çинче сыв пуллашрĕ вăл. Тахçантанпа ĕмĕтленнĕ юрату çулĕ çапла пуçланнăшăн хăрарĕ, кулянчĕ çамрăк чун ун чух.
Унтан-и? Унтан çапла пурнăç пуçланчĕ. Пĕри — ватă та пуянскер, анчах вăйсăрскер, тепри — çамрăк та çĕрĕпе ĕçлеме пултараканскер, анчах укçасăрскер, кайран — шкулта пĕрле вĕреннĕскер, унтан — ун юлташĕ… пачах палламанскерсем. Ячĕсене пĕлесшĕн, астуса юласшăн та пулмарĕ юлашкинчен — пурпĕрех качча тухас çук вĕсене. Хальлĕхе Ульăна кирли — вĕсемпе вăхăта интереслĕ ирттересси: ĕçтереççĕ, çитереççĕ, кайран…
Халĕ ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ килĕнче мар, ялан тенĕ пек ют хваттерте, ют кравать-диван е урайĕнчех вăранса каять. Хăйне çĕрĕпе «юратнă» арçын юнашар пулсан юрĕччĕ темелле ĕнтĕ — çук çав, тăртанса кайнă пит-куçне шăлкаланă май, сĕтел çинче выртакан хут укçана кăна куратчĕ ирпе Уля. Намăс тетĕр-и? Мĕн намăсĕ?! Килĕнче халь тек никам та «ытлашши пыр» тесе янрашмасть, юлташ-хĕр патне çĕр каçма та хаваспах кăларса яраççĕ каçсерен — ара, укçа ĕçлесе илсе килме тытăнчĕ те хĕрĕ. Подъезд умĕнче хураллакан кинемисем хăй хыçĕнчен пăшăл-пăшăл туса юлни те ниме те пĕлтермест тек ирĕке иленнĕ хĕр-упраçшăн. Качча кайма-и? «Ухмах мар-ха, пурăнса юлас!»
Çапла сисĕнмесĕр виçĕ çул иртрĕ — дискотека, эрех-сăра, арçынсем… Пĕррехинче Ульăсем пурăнакан хваттере хайхи хĕрлĕхе çухатнă каç хăй кĕпине панă Таня килсе тухрĕ. Ульăна хăйсем патĕнче ирттерме палăртнă уяв каçне çине тăрса чĕнчĕ вăл: «Питĕртен аякри тăван килчĕ, пуянскер, иномарка пур унăн. Пĕр-пĕр чипер хĕрпе паллаштар тет. Каччăсем пур-ха, хĕрсем çитмеççĕ пире. Айта, Сашăпа паллаштарăп. Эс килĕшетĕнех ăна. Качча тухас килет-и? Пуçтарăн!..»
Саша… Ытти хĕрсем çине пăхмарĕ те вăл, Ульăна уççăнах сăнарĕ. Хĕре Питĕр каччи килĕшни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çавăнпа ытти хĕрсенчен уйрăларах тăрас, хăйне лайăхрах енчен кăтартас килчĕ унăн, ташланă чух авкаланчĕ-хуçкаланчĕ, куласса та асамлăрах кулчĕ, кăпăкланса тăракан шампански бокалĕ тытнă кача пỹрнине те хăйне май айккинелле кăнтарса тăратрĕ (хĕр шучĕпе, аристрократсем çапла ĕçеççĕ имĕш) — иномаркăллă каччăшăн темĕн те туса кăтартăн çав. Чăннипех те иномаркăпа килнĕ иккен Питĕртен Саша, шурă та вăрăмскер, алăкĕсем çинче — кнопкăсем. Пĕрне пусатăн — кантăксем анаççĕ, теприне — кантăксем хăпараççĕ. Тепĕр кнопкăн вăрттăнлăхне те пĕлчĕ каярах Уля. Çав каçах (тĕрĕссипе, ирпе пилĕк сехетчĕ ĕнтĕ), машина салонĕнче. Хăраса кайнă пек пулчĕ те малтанах, Саша кулкаланине курсан лăпланчĕ тата. Каллех тепĕр кнопка ĕçĕ пулчĕ иккен ку. Тỹрех хăй хăш-пĕр енĕпе «спец» пулнине кăтартасшăн пулмарĕ-ха Уля, качча илет пулсан, кам вĕрентнĕ тейĕ тата. Çавăнпа тỹрленсе ларчĕ те: «Эсир вăрахлăха-и пирĕн патăмăрта?» — тесе калаçу пуçарма васкарĕ (кур, эпир те ялтан мар, культура мĕнне пĕлетпĕр, тесе каласшăн пулни пулчĕ-тĕр çакă).
Саша та хăйне чарса тăчĕ: «1-2 эрнене кăна. Чи маттур хĕрсем провинцирен пулнине пĕлетĕп. Пысăк хуларисем пĕтĕмпех аташса кайрĕç, арçынна арçын вырăнне хумаççĕ, вырăн çинче кăна тивĕçтермелле, упăшка, ача çинчен пуçне те илмеççĕ…» — терĕ ỹпкелешнĕн. Çав вăхăтрах хăйĕн ку енĕпе опыт самаях пулнине кăтартса калаçрĕ каччă. Кун пек сăмахсене илтсен хĕрĕн куçĕсем çуталсах кайрĕç: «Вĕçертмелле мар ăна!».
— Анчах, Саша, хĕр мар эпĕ. Иккĕмĕш арçын пулатăн эсĕ манăн…
— Пĕрремĕш вара?
— Мăшкăлларĕç мана çулталăк каялла, — халь-халь макăрса ярасла калаçрĕ хĕр. — Пĕр каç юлташ-хĕр патĕнчен таврăнаттăмччĕ те, иккĕн тытса чарчĕç, çĕçĕпе хăратса пĕр çурт подъездне вăйпах илсе кĕчĕç…
Ĕненчĕ-ши Саша ку сăмахсене? Калама йывăр. Çакă кирлĕ те пулмарĕ-тĕр ăна. Вăл çулланса кайнă куçĕсемпе Уля хăйĕн колготкине илемлĕн çавăрттарса хывнине сăнарĕ. Хĕр сăмахĕсем ытла та айван илтĕннинчен ăшĕнче кулса илчĕ пулин те, çав вăхăтрах нимех те пĕлмен пек кăтартма тăрăшакан хĕр кăмăлне туллин тивĕçтерме пултарнипе кăмăллă юлчĕ. Вăт сана провинци-и-и!
Икĕ эрне ик кун пек туйăнчĕ. «Мĕн тумалла? Мĕнле майпа Сашăпа пĕрле Питĕре лекмелле?» — çакăн евĕр ыйтусем кайма пĕлмерĕç хĕр пуçĕнчен, çывăрайми пулчĕ вĕт. «Çие хăварас. Хăй ачине пăрахмасть ĕнтĕ. Çитменнине юлашки вăхăтра унпа кăна пулнă эпĕ», — тĕв турĕ юлашкинчен. Пурнăçларĕ-пурнăçларех хăй шухăшне, юлашки тĕл пулусенче сыхланса-туса тăмарĕ…
Анчах нимĕн те ĕмĕрлĕх мар çав. Пĕрре ирпе Саша ыран çула тухассине пĕлтерчĕ.
— Эпĕ вара? Эпĕ санпа Питĕре пыратăп-и? — шартах сикрĕ Уля.
— Кун пирки тепĕр чух калаçăпăр, — пит-куçне кăмăлсăррăн пĕркелентерсе илчĕ Саша.
— Хăçан? — халь-халь йĕрсе ярасла пăшăлтатрĕç хĕр тутисем.
— Ĕçсене пĕтерсенех тỹрех таврăнатăп. Питĕре илсе кайăп сана ун чух. Мăшăрлану керменне кайма хатĕрлен, кĕпе туян, укçа хăварăп… — лăп-лăп ачашланă пек туса çемçе вырăнтан çапкаларĕ Питĕр каччи. Акă лăпланчĕ те хĕр, каллех — ахлатни, йынăшни, чуптуни…
Тепĕр кунне Ульяна куçĕсене уçнă-уçман çумĕнче Саша çуккине асăрхарĕ. Сĕтел çинче, чăннипех те, укçа выртать, анчах адресĕ, телефон номерĕ мĕншĕн çук-ха? Пурпĕрех шуйханса ỹкмерĕ-ха: «Таньăран ыйтăп. Пĕлетех ĕнтĕ вăл хăй тăванĕн адресне».
— Сана вара Саша адресне парса хăвармарĕ-и? — тĕлĕннĕ пек пулса ыйтрĕ лешĕ.
Тантăшне ăнланнă пек пулчĕ те, Саша хăйĕнчен вăхăта усăсăр ирттересрен пĕр-пĕр çăмăлттайрах хĕр тупса пама ыйтнине епле калатăр-ха ĕнтĕ тусне. «Пĕри алимент шырать манран, вăхăтлăха çухалмалла пулчĕ Питĕртен…» — тесе пытармасăрах калаçнăччĕ вăл Таньăпа килсенех.
— Хăварчĕ паллах, анчах хваттерте йĕрке тунă чух таçта çĕтертĕм, — çухалса каймарĕ, çăмăллăнах суйрĕ Ульяна та.
— Адресне астумастăп, тахçан пейджер пурччĕ унăн, çавăн номерне парăп эппин, — терĕ лешĕ, ăшĕнче хĕрсен айванлăхĕнчен кулса тата хăйпе хăй мăнаçланса (ара, пейджерне тахçанах сутса янă Саша, эппин, тупаймасть ăна Уля).
Хваттерĕнчи телефон кĕпçине алăран ямарĕ вара тек шанчăкне çухатман хĕр упраç. «Междугородкăшăн» тỹлемелле пуласси пуçĕнче те пулмарĕ унăн малтанах. «Чунăм, юратăвăм, шăнкăравла, кĕтетĕп…», «Пĕртен-пĕр юратăвăм. Манăн сана валли питĕ лайăх хыпар пур. Яланах санăн Улечка…» текен хыпарсем кунне 4-5 хутчен те вĕçрĕç аякри Питĕре. Телефон çинче ларакан операторсем те палласа çитрĕç хĕре, хăйсем енчен пулăшас тесе «шăнкăравламасан, çыру çыр, манăн адрес…» тесе хушса çырма тытăнчĕç Питĕре ярса паракан хыпарсем çумне.
Çук, нимĕнле хурав та килмерĕ Питĕртен. Ун вырăнне пейджер çине янă хыпарсемшĕн укçа тỹлемеллине пĕлтерекен хут килсе çитрĕ. Ашшĕ айăн-çийĕн тусăнса янрашнине итлесе ларасшăн пулмарĕ Уля, Саша парса хăварнă укçана кăларса тыттарчĕ, хăй çав-çавах телефон кĕпçине алăран ямарĕ — тем кĕтрĕ, теме шанчĕ. Джинс шăлаварне тăхăнайми пулсан кăна тăна кĕнĕ пек пулчĕ те, каярах юлчĕ-мĕн.
— 5 уйăхри хырăма аборт тăваймастпăр, çуратмалла пулать, — терĕ тухтăр.
Унтан, лăплантарасшăн пулнăн, çапла хушса хучĕ:
— Нимех те мар, эсĕ пĕрремĕш те, юлашки те мар. Патшалăх дотаци парĕ ачашăн, вăл та Раççей гражданинĕ пулать вĕт…
Больницăран килне çитнĕ тĕле пуçĕнче мĕн тумаллине палăртса хучĕ те ĕнтĕ Уля. «Саша шăнкăравларĕ. Хăвăртрах Питĕре пыма каларĕ» — тесе çырнă хута сĕтел çине курăнмалла хучĕ те, килĕнчи пур-çук укçине пуçтарса (ашшĕ-амăшĕпе сыв пуллашасси пулмарĕ — пурпĕр кулянас çук, аранах намăсран хăтăлтăмăр тесе савăнĕç кăна) Мускава тухса сирпĕнчĕ. Унта çывăхрах тăванĕсем пур пулин те, вĕсем патне каймарĕ, дискотекăсенче пĕрре мар пĕрле савăннă Лена тусĕ патне пырса тухрĕ.
— Пурăн ара, эпир кĕçех пĕрех ушкăнпа тинĕс хĕрне тухса каятпăр, кунта çулла укçа тăвасси пулмĕ. Эсĕ килни маншăн лайăх та, хваттере хураллăн, хула пурнăçне хăнăхăн, — терĕ лешĕ, упăшкипе уйрăлнă хыççăн хăйне юлнă хваттерне Ульăна çăмăллăнах шанса хăварса. Тусĕ йывăр çын пулнине асăрхамарĕ те вăл.
Кĕçех Мускаври хваттерте пĕчченех тăрса юлчĕ амăшĕ пулма хатĕрленекен çамрăк хĕрарăм. Провинцири шăплăх хыççăн Мускав шавĕ (ахальтен мар чикансен тапăрĕпе танлаштараççĕ тĕп хулана) пĕртте илĕртмерĕ ăна. Килĕнчен пуçтарса тухнă укçа пĕтсе пычĕ пулин те, ĕç шырасси çинчен шухăшламарĕ-ха. Хваттертен тухасшăн та пулмарĕ. Пуçра — шухăшсем, шухăшсем, шухăшсем. Темĕн чухлĕ куççуль тăксан та, Сашăпа Мускавран тата та çыхăнасшăн пулчĕ пулин те, ĕç тухмарĕ. Адрес бюровĕ урлă шыраттарса пăхас терĕ — адресне мар, хушаматне те пĕлмест-çке-ха! Варти пепке вара çуралмах, çут кун курмах тапаланчĕ. Уля, ачан ашшĕне тарăхнине пула, чĕри айĕнчи чуна çуралмасăрах курайми пулчĕ. Ача хăйĕн варĕнче чарăнми тапкаланнине чăтма питĕ йывăрччĕ. 9 уйăх çитсе пынă май мĕн тумаллине пĕлетчĕ, шухăшласа хунăччĕ ĕнтĕ Уля: пĕччен пурăнать, свидетельсем çук, гинеколог патĕнче учетра тăман, консультацисене çỹремен, çуратнă чухне кăшкăрмалла мар кăна…
Темле хатĕрленсен те, пĕррехинче çур çĕр варринче шыв кайнипе, пилĕкĕ чĕпĕтнипе вăранса кайнăскер, хăранипе хытсах ларчĕ. Тĕлĕнмелле те, нумай та нушаланмарĕ (мĕншĕн пĕрремĕш ачапа талăкшар нушаланма тивет теççĕ-ха), 2-3 сехетренех хваттерте: «Уа-а-а! Уа-а-а!» — тени илтĕнсе кайрĕ. Арçын ача… çĕрлехи, тĕрĕсрех, ирхи шăплăхра сасă ян! каясран хăраса, ача хыçĕ тухасси, кăвапине касасси çинчен те шухăшласа тăмарĕ — пепке питне минтерпе хупласа хучĕ. «Уа-а-а-а!..» — илтĕнчĕ те каллех (амăшĕ хăйне кăкăр патне илсе пырасса кĕтрĕ пулинех пĕчĕкскер),шăпланчĕ.
Ирпе вара, пилĕк сехетсенче, аран-аран, тайкаланса утса, çамрăк хĕрарăм çỹп-çап ешчĕкне сумка ывăтнине никам та курса юлаймарĕ. Тен çаплипех, шăв-шавсăр иртсе каятчĕ пулĕ те çак хăрушă ĕç-пуç, урама уçăлма кăларса янă йытă ăнман ешчĕке ăнсăртран пуçне чикни пĕтĕмпех вырăна лартнă. Пысăк хырăмлă хĕр-хĕрарăм ку çурт таврашĕнче нумаях курăнман, самантрах тупнă хĕр-тусĕн хваттерĕнче пурăннă Ульăна милицире ĕçлекенсем.
ИВСра (вăхăтлăх тытса чаракан изоляторта) айăпне тỹрех йышăннă хĕр. Тепĕр тесен, мĕн пытарăн, медиксем те вăл анчахрах ача çуратнине тĕрĕслесе каланă. Кутăнлашаймăн — айăп куç умĕнче. Каярах, следстви вĕçленнĕ хыççăн, судья Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 106-мĕш статйипе (амăшĕ тин çуралнă ачине хăех вĕлернĕшĕн) 5 çула тĕрмене хупмалла тесе пĕлтернине те лăпкăнах йышăнчĕ: «Мура кайтăр ку пурнăç. Пурпĕрех тĕрĕс турăм. Ашшĕне нимĕн те кирлĕ мар пулсан (Сашăна шыраса тупма, хăйпе пĕрле ăна та айăплама ыйтрĕ те, çук, никам та шырасшăн пулмарĕ Питĕр каччине, хĕр айванлăхĕнчен кулчĕç кăна), мана та кирлĕ мар. Тĕрмере те çынсемех пурăнаççĕ. Атте-анне кăшкăрашнине илтиччен…».
Çапла шухăшларĕ пулса пĕтмен амăшĕ хăйĕн малашнехи кун-çулĕ пирки. Анчах икĕ çын аташăвне пула аталаннă пепке мĕн айăпа кĕчĕ-ха?
Лидия Филиппова.

