Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Траншейăсем сенажпа тулаççĕ

Траншейăсем сенажпа тулаççĕ

Уй-хир ĕçченĕсем уяр кунсемпе туллин усă курса юлас тĕллевлĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра хальхи вăхăтра ĕçченсем мĕн пур вăя выльăх апачĕ хатĕрлесси çине яраççĕ.

Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн хуçалăхра ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма кăçал 2500 тонна сенаж хатĕрлеме палăртнă. Паянхи куна плана ирттерсе тултарнă — 3000 тонна хывнă (120 процент).

Сенаж валли уйăрнă курăка çулма Олег Патшина çирĕплетнĕ, «ДОН-680М» йышши комбайна тикĕссĕн те кăлтăксăр ĕçлеттерет вăл. Симĕс массăна Кирилл Падуев, Василий Капсулов, Виталий Долгов, Виталий Немцев тракторсемпе тата автомашинăпа турттарса ферма çывăхĕнчи траншейăсене вырнаçтараççĕ. Виталий Шакин,
Виталий Соколов сенажа пусăрăнтарнă çĕрте тимлеççĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕсенче: Олег Патшинпа Виталий Долгов Эдуард Волков тĕп агрономпа (сулахайра) пĕрле. Виталисем — Шакин тата Соколов хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче канашлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code