Çитес кунсенче Чăваш Енри промышленность предприятийĕсенче роботсен йышĕ хушăнас шанăç пур.
ЧР Промышленность аталанăвĕн фончĕ хăйĕн «Çĕнетỹ» программине ăна туянса вырнаçтарма тĕллев лартнă предприятисем валли çĕнĕ пункт кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн фонд вăл е ку предприятие чи сахал 6,25 миллион, чи нумай 100 млн тенкĕ таран кивçен илме пулăшĕ. Çапах та робот хакĕн 20 процентне кая мар хăйĕн тупăшĕнчен 5 çулран кая хăвармасăр тỹлесе татмалла.

