Чăваш Енри пенсионерсене интернет урлă улталакансенчен мĕнле сыхланмаллине вĕрентеççĕ.
Социаллă фонд уйрăмĕнче нумаях пулмасть ирттернĕ урока 300 ытла çын хутшăннă. Кăçалхи март уйăхĕнчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Цифрăллă Раççей» проекчĕн хастарĕсем темиçе округра социаллă ĕçченсем валли занятисем йĕркеленĕ. Халĕ ку формата анлăлатнă: лекцисене ял-хулара пурăнакансене те чĕнеççĕ, ытларах — аслă ăрурисене.

