Иртнĕ çул Чăваш Ен Правительстви кашни муниципалитетпа хула округĕнче вырăнсенчи активпа тĕл пулса социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерсе хак панă. Кăçал ăна пачах çĕнĕ форматпа йĕркеленĕ.
«Уçă калаçу» ятпа ирттернĕ мероприяти пуçласа пирĕн округра старт илнĕ. Пирваях министрсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, строительство ĕçĕсем пыракан объектсемпе паллашнă, унтан Елчĕкри искусство шкулĕнче «СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисем, волонтерсем» ятпа, Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче «АПК ертỹçисемпе предпринимательсем», Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта «Çамрăксем», округ администрацийĕнчи акт залĕнче «Социаллă сфера», Тỹскел клубĕнче «Строительствăпа çул-йĕр» площадкăсенче уйрăм категорири çынсемпе тĕл пулу ирттернĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов малтанхи икĕ лапамăн ĕçне хутшăннă.

Пĕтĕмлетỹ пайĕ Елчĕкри культура керменĕнче иртрĕ, ăна Сергей Артамонов ертсе пычĕ. Чăваш Енĕн тата округăн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе унта ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова, ЧР Финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Метелева, вице-премьер — ЧР Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Правительствин ертỹçин çумĕсем — Олег Марковпа Владимир Степанов — паллаштарчĕç.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнинчен çакă курăнать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ултă уйăхра тата 21 субъект ỹснĕ. Бизнес ĕçе вырнаçтаракансен тĕп çăл куçне куçса пырать: округра ĕçлекенсен 65 проценчĕ шăпах çак тытăмра. Экономика ỹсĕмĕ 2,5 процента çитнĕ, укçан шута илсен — 1483 миллион тенкĕ. Промышленность продукцийĕ туса илесси 605 млн тенкĕпе танлашнă, е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе шутласан, 103 процент ытларах.

Округ тыр-пул туса илессипе çулсерен малтисен йышĕнче. Иртнĕ çур çул кăтартăвĕсемпе республикăра сĕт сăвассипе 5-мĕш, аш-какай туса илессипе 7-мĕш, ĕç укçи шайĕпе 9-мĕш вырăнсенче. Леонард Васильевич ял хуçалăх отраслĕнче лару-тăру çăмăл маррине пытармарĕ. Пĕтĕм категориллĕ хуçалăхра 12150 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутран сăвăнаканнисем — 4559. Сĕт сăвасси 5 процент (15344,2 тонна таран), аш-какай туса илесси 9 процент (1196,6 тонна яхăн) чакнă. Кăна, чи малтанах, выльăхсем чирленипе тата вĕсен ăратлăхне ỹстерессипе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăнтармалла. Хуçалăх ертỹçисен инвестици стратегине мала хурса «çĕнĕ» выльăхсем валли хальхи йышши фермăсем тăвассипе çине тăрса тимлени кирлĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсем машинăпа трактор паркĕсене çĕнетесси — çулсеренхи активлă ĕç. Отчетлă тапхăрта 96,5 миллион тенкĕлĕх 13 единица техника туянни ырă пулăм.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ 55047 тенкĕпе (17 процент ỹснĕ), пĕтĕмĕшле вара 48597 тенкĕпе (Ç9,4 процент) танлашать.
Кăçал округ территорийĕнче 8 инвестици проектне (99,6 млн тенкĕлĕх) ĕçе кĕртме палăртнă. Вĕсенчен иккĕшĕ ĕне витисем тăвассипе çыхăннă. Паянхи кун тĕлне Кĕçĕн Таяпари Александр Викторов фермерăн тырă управĕ (4 млн тенкĕлĕх) çĕнĕ тухăçа йышăнма хатĕр.
«Пĕрремĕш кварталта тĕп капитала инвестици хывасси чакнă, — Леонард Левыйăн сăмахĕсене уйрăммăн илсе кăтартар, — ку вара экономика çирĕплĕхĕн тĕп индикаторĕ тата бюджетăн тупăш пайне йĕркелемелли никĕсĕ шутланать. Çавна май производство хăватне модернизацилес, пурлăхпа техника базине çирĕплетес, çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле».
Округра социаллă контрактсем йĕркелессипе лару-тăру аван. Ултă уйăхра 5,1 млн тенкĕлĕх 33 контракт йышăннă пулсан, 13-шĕ ĕç шыравĕпе, 8-шĕ хушма хуçалăх тата 8-шĕ хăйĕн ĕçне йĕркелессипе, 4-шĕ тĕрлĕ ыйтупа çыхăннă.
2026 çулхи икĕ кварталта округ бюджетне 357 млн та 400 пин тенкĕ (Ç5,1 процент) пырса кĕнĕ. Харпăрлăх тупăшĕ — 94 млн та 100 пин тенкĕ е ỹсĕм 6,8 процент. Расхут пайĕ 340 млн та 900 пин тенкĕпе танлашать, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайăн 99 проценчĕ.
Округра автомобиль çулĕсене юсас тĕлĕшпе лайăх ĕçленине палăртмалла. Çакна «Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Хăвăлçырма» (1,5 км), «Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Патреккел» (0,525 км) маршрутсене йĕркене кĕртнипе çирĕплетме пулать. Элекçей Тимешĕнчен Пăва хулине каякан 3,8 çухрăм автоçула тĕпрен юсани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи 2-мĕш çур çулта подрядчиксем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушсăрлăхлă çулсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ 6 автоçула йĕркене кĕртесшĕн.
Культура тытăмĕнче те çулсерен 2-3 объекта çĕнĕ сăн кỹртеççĕ. Хальхи вăхăтра, акă, Кавал (9,1 млн тенкĕлĕх) тата Кивĕ Эйпеç (8,7 млн тенкĕлĕх) клубĕсенче çавнашкал ĕçсем пыраççĕ…
Ĕçлĕ анлă пуху 17 сехет иртичченех пычĕ. Пуçтарăннисен премьер тата министрсем патне тĕрлĕ ыйту пулчĕ: Таяпа хулашĕ вырăнĕнче музей йĕркелесси, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн çĕнĕ çуртне тăвасси, Шăмалакра ФАП уçасси, Елчĕкри Октябрь урамĕнчи шыв пăрăхĕсене улăштарасси…
Тĕл пулу хастарсен пĕр йышне чыслассипе вĕçленчĕ. Сергей Артамонов Тĕмер ялĕнчи 8 ача амăшне Зинаида Матросовăна Чăваш Республикин Амăшĕн «Анне» мухтав паллипе, акционерсен «Прогресс» обществинчи Любовь Хушкина повара ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Тавĕсене тивĕçнисен йышĕнче вара çаксем: Сергей Перепелкин — Çирĕклĕ Шăхаль ял старости, Олег Муравьев — «Улăп» ФОК тренер-преподавателĕ, Елизавета Немцева — тĕп больница медсестри, Владимир Тябуков — Елчĕкри газ участокĕн слесарĕ, Елчĕкри Дениспа Елена Портновсен çемйи.
«Уçă калаçу» тĕл пулу чăннипех уççăн иртрĕ. Çакăн пек мероприяти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва вăйлатать çеç.
Николай МАЛЫШКИН.

