
Илья Иванович ЛЕВЫЙ 1936 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă. Аслă Таяпари вăтам (1953), Тĕрлемесри бухгалтер шкулĕсенчен (1955), Мускаври ял хуçалăх академийĕнчен (1966) вĕренсе тухнă. Калинин ячĕллĕ, «Звезда» колхозсенче (1955-1963), Патăрьел (1963-1965), Елчĕк (1965-1968) районĕсен ял хуçалăх управленийĕсенче тĕп бухгалтер, районти ял хуçалăх продукцийĕсене туянас тĕлĕшпе ĕçлекен инспекторĕ (1968-1971), КПСС райкомĕн организациллĕ пай инструкторĕ (1971-1974) пулса ĕçленĕ. 1974-1989 çулсенче — «Знамя» колхоз председателĕ, 1989-1997 çулсенче — Елчĕкри 4426-мĕш номерлĕ перекет банкĕн уйрăмĕн управляющийĕ.
Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985), Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ (2009). Ăна «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Статья пуçламăшĕнчех пĕр тунмасăр çакна палăртасшăн: Илья Левыя иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчен вара пĕлетĕп. Малтанхи тапхăрта сăмах та хушман пĕр-пĕринпе — пуçа сĕлтсе сывлăх сунни çеç. Темшĕн уçă мар çын пек туйăнатчĕ вăл.
Çулсем шуса пынă май çак шухăшăн суеçлĕхĕ хĕвел питĕнчи пĕрремĕш юр пекех сĕвĕрĕлчĕ. Ытларах та: пирĕн хушăмăрта туслă çыхăну йĕркеленчĕ. Вăл тĕплĕ, çирĕп кăмăл-туйăмлă, тĕрĕслĕхе мала хуракан, сăмахпа вылянма юратман çын. Ырă кăмăллă та! Пурăна-киле ун çинчен лайăххи кăна хушăнса пычĕ манра.
Пултарулăх
Илья Иванович 1958 çултанах районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа çыхăну тытма пуçланă. Унта уйрăм çынсен, хуçалăхсен ĕç-хĕлне сахал мар çутатнă, критикăлла статьясем те пичетленĕ. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Вилнисене манмастпăр, ветерансем умĕнче пуçа таятпăр» конкурсра «Эпир — салтак ачисем» хайлавĕ районта 3-мĕш вырăн йышăннă. «Пушă вăхăтпа усă курса ватлăхра сăвăсем те çырма пуçларăм, -пултарулăхри тепĕр паха енне уçать çыравçă, — вăтăр ытла хайлав пухăнчĕ». Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне, хăй сĕннисене, «Елчĕк ен» хаçат страницисенче те кун çути панă.
Илья Левый çемйипе тахçанах Çирĕклĕ Шăхалĕнче тĕпленнĕ. Çавна май ку енчи, çывăхри ялсенче пурăнакансене пурне те тенĕ пекех лайăх пĕлет, паллать. Ара, вĕсемпе тăтăшах çыхăнса ĕçленĕ-çке вăл. Çак туртăм, тен, хистенĕ те ăна алла ручка тытма. «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи колхозсем. Ĕлĕкхи тата хальхи» пĕрремĕш кĕнекине кун çути панă хыççăн кайран тата виçĕ издани кăларма мехел çитернĕ.
Илья Ивановичăн ялсен, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен историне, нумай çемьен йăх-несĕл тымарне шурă хут çине ỹкернĕ кашни сăмахĕ витĕмлĕ. Цифрăсемпе, фактсемпе çирĕпленнĕскерсем — вĕсенче иккĕллĕ шухăш çук. Çыру чĕлхине пуянлатассинче ăна хăй вăхăтĕнче хуçалăх ĕçченĕсен экономика вĕренĕвне, ялти ĕç тата тыл ветеранĕсен канашне чылай çул ертсе пыни те пулăшнах.
Кĕнекесенче иртнине хальхи тата килекен ăрусем валли тарăннăн та уçăмлă çутатнăшăн автора 2018 çулта «Чăваш Енĕн хисеплĕ тавра пĕлỹçи» ят панă, тепĕр çулхине ЧР краеведени пĕрлĕхĕн Куçма Элли ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.
Хастарлăх
Илья Левый — тĕслĕхлĕ çын. Вăл пирус таврашĕпе, сăра-эрехпе туслашман. Хăйĕн ĕç-хĕл сукмакне çамрăкранах пĕлỹллĕ, дисциплинăллă, харсăр пулнипе такăрлатса пынă. Колхозăн тĕп бухгалтерне 19 çултах çирĕплетни ыт ахальтен мар ĕнтĕ. Хуçалăхри аслă юлташĕсем, каярахпа район ертỹçисем унăн ĕçлеслĕхне курса-пĕлсе тăнăран, вĕсен шанăçне яланах тỹрре кăларнăран яваплă должноçсене сĕннĕ те.
Пĕрлешсе пысăкланнă «Знамя» колхоза ертсе пыма КПСС райкомĕн бюровĕнче унăн кандидатури çинче чарăннă, вырăнти пухура халăх çакна ырланă çеç.
Малта пыракан хуçалăхсен опычĕпе, наукăпа техника çитĕнĕвĕсемпе усă курса, çĕр ĕç культурине лайăхлатса туса илекен продукцисен тухăçне тăтăшах ỹстерсе пынă. «Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен пысăк тухăçне илекен ăста» ята тивĕçни ăнсăртран мар паллах.
— 1988 çулта 100 гектар çĕр пуçне 117 центнер аш-какай, 417 центнер сĕт туса илтĕмĕр, — хăш-пĕр кăтартăва халĕ те манман-ха ĕнерхи ертỹçĕ. — Выльăхсен шутне йышлатма тăрăшнă: асăннă çул вĕçне ĕне-пăру 1720 пуçа, сыснасем — 2256, сурăхсем — 514, лашасем 146 пуçа çитнĕ.
Илья Иванович ялăн инфраструктурине аталантарассишĕн нумай ĕç тунă. Виçĕ-тăватă çул хушшинче кăна Çирĕклĕ Шăхалĕнче 392 ача вырнаçмалăх шкул, 140 шăпăрланлăх ача сачĕ, спортзаллă 300 вырăнлă культура керменĕ хăпартнă.
«Хăпартнă» тесе калама кăна ансат. Ертỹçĕ пĕр-пĕр объект тăвас ыйтупа кам патне е ăçта кăна çитмен-ши? Пĕр хутчен курнăçнипе татса парайăн-и-ха тата? «Ăнлантарнă, тавлашнă, тархасланă, ỹкĕтленĕ», — тет вăл. Тен, ĕç пỹлĕмне шаккаса кĕртмесен урапа «тапса» та кĕме тивнĕ-тĕр. Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ стройтрест управленийĕ тунă çуртсем паян та хăйсен функцийĕсене туллин пурнăçлаççĕ.
Илья Иванович пурнăçра хăйне лайăх çынсем енчен яланах ăннине палăртать. Ку вăл хăй вĕсемпе хутшăнма, сăмах çавăрма пĕлнинчен те нумай килет-çке. 90 çулхи ĕç ветеранĕ уйрăмах КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ тата ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ Василий Шадрикова ырăпа аса илет.
— Тарават, уçă кăмăллă çын вăл, çав вăхăтрах çирĕп ыйтатчĕ. Колхозсен ертỹçисемпе специалисчĕсен тавра курăмне аталантарассипе те тимлетчĕ. Çавна май мана та районти хăш-пĕр юлташсемпе пĕрле Тула, Мускав облаçĕсенче, Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче пулса çĕнĕлĕхсемпе паллашма тỹр килнĕччĕ. Василий Яковлевич ĕçленĕ тапхăрта районти чылай çынна хисеплĕ ятсемпе, орден-медальпе чысланине те палăртмалла. Ун пек пуçлăхпа эпир начар ĕçлеме пултарайман.
Килĕшỹлĕх
Çыннăн кăмăл-сипет, ăс-хакăл шайне вăл миçе вĕренỹ заведенийĕ пĕтернĕ дипломне кура хаклама кирлĕ мар. Тепри, тулли пĕлỹ илмен çын та, калăпăр, ăслăлăх тĕнчинче хăйне ирĕклĕн туйма пултарĕ. Илья Иванович, хăйĕн мăшăрне, 7 класс пĕтернĕскере, «университет» тесех хакланă. Елизавета Федоровна та Хăвăлçырма ялĕнченех, Анисимовсен çемйинчен тухнă. 15 çултах колхозра пăру пăхнă, ĕне сунă, ытти тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Çемье пĕр тапхăр Елчĕкре пурăннă май унти «Паха тĕрĕ» филиалăн уйрăмĕнче тимленĕ. «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçни унăн тăрăшулăхĕ çинчен калать те. Арçын канмалли кунсене пăхмасăр производство участокĕсенче пулнă май, мăшăрĕ кил-хуçалăхри тиеве хăй çине илнĕ. Çав вăхăтрах ал ĕçне те тунă, тутлă апат-çимĕçне те хатĕрленĕ, ачасене те куçран вĕçертмен.
2009 çулта, шăпах çемье пуçĕ çуралнă кун, Левыйсем пĕрле пурăнма пуçлани 50 çул çитнине паллă тунă. Икĕ чĕре пĕрле пулса çĕнĕрен хĕрỹн тапма тытăннă. Анчах ултă çул ытларахран Елизавета Федоровна пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăр чире çĕнтереймен вăл.
Левыйсем тăватă ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен пулсан та, вĕсем пурте тĕп йăвари килĕшỹпе ăнлану урокĕнчен аталанса тухнă. Ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, тарават, ăш пиллĕ. Аслисен пилне çĕре ỹкермеççĕ вĕсем. Шел те, Илья Ивановичăн тата çывăх çыннисемпе тăванĕсен 2022 çулта аслă ывăлĕпе, Владимирпа та, ĕмĕрлĕхе сыв пуллашма тивнĕ. Пилĕк çул иртсен инсульт çĕнĕрен çапса хуçнă ăна.
Çухатусем мăшăрĕн тата ашшĕн сывлăхне хавшатман мар ĕнтĕ. Çапах та вăл яланах халăх хушшинче пулма тăрăшнă. Хуçалăхра вĕлле хурчĕсем тытни те ăна хăйне кура хавхалану кỹнĕ.
Левыйсен хĕрĕсен — Альбинăпа Еленăн — хăйсен çемйисем. Илья Иванович кĕçĕннин, Александр ывăлĕпе Нина кинĕн çемйипе, пурăнать. «Ырлăхра, ялта та хулари условисенче пурăнатпăр, — тет аслă юлташăм. — Тĕнче пăтранни кăна кăмăла хуçать».
Унăн пысăк йыш — 20 мăнукпа кĕçĕн мăнук. Вĕсен шăпишĕн пăшăрханать вăл. Александрăн ывăлĕ Роман, ав, ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнать. Иртнĕ çул вăл отпуска килсен тĕл пулма май килнĕччĕ те, аслашшĕ ун чухне çапла каланăччĕ: «Мăнук курма килсен те куççуль кăларатпăр, ăсатнă чухне те куççуль кăларатпăр». Вăл савăнăç, çĕнтерỹ куççульне çавăрăнтăрччĕ.
…Иллен кунĕнче çакă çутă тĕнчене хăйĕн пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе илем кỹме килнĕ юлташăма пĕтĕм кăмăлтан саламласа сывлăх сунатăп. Эсир утса тухнă пурнăç çулĕ — пархатарлă. Эсир — эталон!
Николай МАЛЫШКИН.

