2026 çулта çапăçусен ветеранĕсене медицина пулăшăвĕ парас йĕркене анлăлатнă. СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем пациентсен уйрăм категорийĕ шутланаççĕ. Пĕлтĕр Программăра йышăннă мерăсене (приоритетлă пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ, анлă диспансеризаци тата ыт. те) татах анлăлатнă, çавна май 2026 çултанпа медицина психологĕн консультацине те илме май пур. Кирлĕ пулсан вара ятарлă психиатри тата наркологи пулăшăвĕ те кỹреççĕ. Вĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсем те, мăшăрĕ те, хыпарсăр çухалнисен арăмĕ те усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех СВОна хутшăнакансене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ панă чухне пĕр е икĕ вырăнлă палатăсенче (кирлĕ чухне) пурăнма ирĕк параççĕ.

