Пирĕн тĕпелте — Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ Ильнар Гиннетуллин. Вăл хаçат вулаканĕсене хăй ертсе пыракан пайăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.

— Ильнар Рафикович, Раççейĕн Следстви комитечĕ граждансен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать?
— Раççейĕн Следстви комитетне 2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — граждансен конституци прависене уголовлă суд ĕçĕнче хỹтĕлесси, граждансене уголовлă майпа явап тыттарнă чухне саккунлăха тивĕçтересси.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн следователĕсем çынна вĕлерессипе, вăрлассипе тата саккунсăр майпа ирĕксĕр хăварассипе, çынпа суту-илỹ тăвассипе, ар çыхăнăвне тата ар ирĕклĕхне хирĕç преступлени тăвассипе, ĕç укçине тỹлеменнипе тата ĕç сыхлавĕн правилисене пăснипе, коррупци преступленийĕсемпе çыхăннă ĕçсене тĕпчеççĕ. РФ Уголовнăй кодексĕн пурĕ 140 ытла статйи — преступленисен хăрушă категорийĕсене тишкересси — кĕнĕ кунта. Çавăн пекех РФ Следстви комитечĕн следстви органĕсем полици ĕçченĕсем, прокурорсем, судьясем, депутатсем тата ыттисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпчеççĕ.
— Хальхи вăхăтра миçе çын тăрăшать сирĕн пайра?
— Чăваш Республикинчи Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен территорийĕсенчи йĕркелĕхе тытса тăрас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайне çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра кунта 5 сотрудник тăрăшатпăр: эпĕ — пай ертỹçи, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ Б.Пукачов, аслă следователь — Е. Ядрицов, Р.Соловьев следователь тата унăн пулăшуçи Т. Прыгунова. Çав вăхăтрах пай ертỹçин çумĕн вакансийĕ тăрать.
— Следстви органĕсен тĕп тĕллевĕсем çинче чарăнса тăрсамăр?
— Раççей Следстви комитечĕн следстви органĕсен тĕп тĕллевĕсем çаксем: уголовлă ĕçсене оперативлă тата пахалăхлă тĕпчессине тивĕçтересси тата преступленисем çинчен пĕлтерекен йышăнусене саккунлă тата тĕплĕ йышăнасси. Сăмах май, полицин следователĕсемпе Следстви комитечĕн следователĕсен уйрăмлăхĕсем — уголовлă ĕçсен тĕрлĕ категорине тĕпчени: обществăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ преступленисене Следстви комитечĕн следователĕсем тĕпчеççĕ, ытти категорисене — полици следователĕсем.
— Ильнар Рафикович, кăçалхи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕл пирки каласа парсамăр.
— 2026 çулта пирĕн следстви пайĕ пурĕ 23 уголовлă ĕçе тĕпченĕ. Профилактика субъекчĕсем пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленипе тивĕçлĕ ĕçлесе пыратпăр. Маларах палăртнă округсен территорийĕнче кăçал теприн сывлăхне йывăр сиен кỹнипе тата пусмăрланипе çыхăннă преступленисем пулман. Çул çитменнисемпе тата вĕсен тĕлĕшпе тунă преступленисене уçса тĕпчесси, çавăн пекех асăннă преступленисене профилактикăласси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кăçал çул çитменнисем тĕлĕшпе тунă 6 преступление, çавăн пекех çул çитменнисем тунă 2 уголовлă ĕçе пуçарса производствăна йышăннă. Тĕслĕхрен, çул çитменнисене воспитани парас енĕпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламан ашшĕ-амăшĕпе опекунсем тĕлĕшпе 2 уголовлă ĕç тĕпченĕ. Тĕслĕхĕсем тĕрлĕрен. Пĕр уголовлă ĕç çамрăк ачапа çыхăннă. Вăл ытти граждансен банк реквизичĕсемпе усă курса тепĕр çын счетĕнчен нухрат вăрлакан ултавçăсене укçа кăларса пама пулăшнă. Çавăн пекех следстви пайĕн следователĕсем çул-йĕр правилисене пăсса çул çитмен ачан сывлăхне асăрханмасăр йывăр сиен кỹнипе тата тепĕр çынна юри вилĕм кỹнипе, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене пусмăрланипе, уйрăм çыннăн пурнăçне тĕкĕнменлĕхне пăснипе тата ытти нумай йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе çыхăннă ĕçсене тĕпченĕ.
— Мĕнлерех пулмалла сирĕн пайра тăрăшакан сотрудникăн? Этемлĕхĕн, специалистăн хăш паха енĕсене мала хумалла?
— Чи малтанах çак енсене мала хумалла: тỹрĕ кăмăллăх, принциплăх, йĕркелĕх, пунктуаллăх. Следователĕн хăйĕн професси ăсталăхне тăтăшах анлăлатса пымалла. Кăткăслăх сиксе тухсан та пуçа усма юрамасть — ăна мĕн пур вăйран çĕнтерме тăрăшмалла. Кану кунĕсем çукпа пĕрех пирĕн службăра. Çапах та ĕçе юратни, тĕрĕслĕхе çиеле кăларас тесе тепĕр çынна пулăшни вăй парса тăрать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пырать.
Е.ПЕТРОВА.

