Иртнĕ эрнере пирĕн округра министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.
Елчĕк округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тата вырăнти активпа, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май министр вырма кампанийĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче агропромышленность комплексне çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес ыйту уйрăм тимлĕхре пулнă.
Андрей Макушев Аслă Таяпа ялĕнчи В.Г.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса кунта 1000 тонна вырнаçмалăх пахча çимĕç управĕ тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашнă.

