Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх программине хастар хутшăнар!

Халăх программине хастар хутшăнар!

Чăваш Енре парти пуçарăвĕпе йĕркеленекен Халăх программине ыйтусем йышăнасси малаллах пырать. Пуçарусене ятарлă бланка çырса тултарнипе пĕрлех депутатсемпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин секретарĕсем, «Есть результат» портал урлă онлайн мелĕпе те тăратма пулать.

Паянхи кун тĕлне халăх 90 пин ытла сĕнỹ пама ĕлкĕрнĕ те. Сĕнỹсен пысăк пайĕ хăрушлăхсăр çул-йĕре хута ярассипе, ялсемпе хуласенче тирпей-илем кĕртессипе, хăтлă инфратытăм йĕркелессипе çыхăннă. Çавăн пекех çынсене ытларах чухне вырăнта тивĕçлĕ ĕç тупма условисем çукки, аслă ăрăва хушма пулăшу парасси, вĕрентĕве, промышленноçпа предпринимательлĕхе, ача-пăча тата çамрăксен спортне аталантарасси хумхантарать. Пуçарусеме сĕнỹсене августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Кайран вĕсене регион уйрăмĕн çитес пилĕк çулти ĕç планне кĕртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code