Вторник, 6 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт ытларах сăваççĕ

Сĕт ытларах сăваççĕ

2026 çулăн пĕрремĕш çурринче ял хуçалăх производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен (103,1 процент) — 2-мĕш вырăнта.

Танлаштарма: вăл Атăлçи округĕн — 100,2 процентпа, Раççейĕн 99,2 процентпа шайлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çак тапхăрта пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен сĕт 4,1 процент нумайрах сунă, ĕнесен продуктивлăхĕ 1,8 процент хушăннă. Кашни ĕнерен вăтамран 4300 килограмм сĕт сунă, мĕн пур йышши хуçалăхсенче 262,2 пин тонна сĕт туса илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code