«Ĕçе тата хỹтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланисен ретне çĕнĕ йыш тăнă.
Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци специалисчĕсем, пурĕ 13-ĕн, округри ГТО нормисен тесчĕн судйи Петр Смирнов ертсе пынипе сакăр дисциплинăна хаваспах пурнăçланă. Нумайăшĕ вĕсем хăйсене «ылтăн» паллă тивĕçессе шанаççĕ.

