Вторник, 6 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кулленхи çивĕч ыйтусем

Кулленхи çивĕч ыйтусем

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç, иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.

Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова каласа кăтартрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе аграрисен ĕçĕ хĕрỹ: 3524 тонна утă (палăртнă планăн 70 проценчĕ), 49503 тонна сенаж (130 процент) хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 1218 гектар акнă (25 процент). Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16092,78 га (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 71,1 проценчĕ) çулнă, 15686 гектарне çапса тĕшĕленĕ. 594697 центнер тырă пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 37,9 центнер. Çĕрулмине 96 га çинчен пуçтарнă (28 процент).

Канашлура округри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕрхи-хĕллехи хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленине, çурт-йĕр хута ярас плана мĕнле тултарса пынине тишкерчĕç. «Пушкин картти» проекта мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки те уйрăм калаçрĕç.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса ирттернĕ «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри 88-мĕш çăмăл атлетика эстафети пирки те сăмах хуçкатрĕç. Унта пирĕн чупуçăсен 11 ушкăнĕ хутшăннă, начар мар кăтартупа палăрнă. Елчĕк ялĕнчи Мудрецовсен çемйи «Спорт çемйи» ушкăнра пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Ветерансен команди те харсăр пулнă.

Канашлура кулленхи ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code