Пятница, 13 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция

Единая Россия» начинает работу над народной программой-2026: Дмитрий Медведев пригласил к сотрудничеству ведущих экспертов страны Партия «Единая Россия» приступила к формированию обновленной народной программы, с которой пойдет на выборы в 2026 году. Председатель партии Дмитрий Медведев провел встречу с экспертным советом, в состав которого вошли Герои России, участники специальной военной операции,

Подробнее

Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кĕçнерникун Правительство çурчĕн купол залĕнче республикăри тата ун тулашĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Чи малтанах Олег Алексеевич республикăн экономикипе социаллă пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ. Экономика ỹсĕмлĕ пулнине пĕлтĕр бюджет тупăшĕ-тăкакĕ нумай хушăнни çирĕплетет. 2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх хысна укçин тивĕçтерĕвĕн виçипе республика Раççей

Подробнее

Пĕрлĕхпе туслăх — иксĕлми вăй

Ĕнер Елчĕкри культура керменĕнче Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. "Тĕрлĕ халăх - çĕршыв пуянлăхĕ" ятпа иртнĕ уявăн официаллă мар пайĕ фойере маларах та пуçланчĕ: тĕрлĕ наци тумĕллĕ артистсем хăнасене хăйсен юрри-такмакĕпе кĕтсе илчĕç. Ташă залĕнче вара - анлă курав. Унпа паллашакана пирваях тĕрлĕ тумсем

Подробнее

Аталану çулĕпе малаллах

Февраль уйăхĕнче округри ял хуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансем 2025 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ. "Сатурн" ЯХПКра та асăннă йĕркепе иртнĕ пуху. Çулталăкри пĕтĕмлетỹпе хуçалăх ертỹçи, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Викентьев паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, производство кооперативĕ пĕтĕмĕшле илсен ăна ăнăçлă вĕçленĕ. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ 1255 гектар шутланать. Ун

Подробнее

Пĕрлĕхре ĕç кал-кал

Çамрăксем тăван тăрăха юлса хăйсен проекчĕсене аталантарччăр, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртчĕр тесен мĕн тумалла? Профориентаци программисене тухăçлă йĕркелемелле. Шăпах çак ыйтăва уçăмлатассипе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Раççей ялĕ" тата "Çĕнĕ шкул" проекчĕсем. Чăваш Республикин Правительстви вĕсем çине таянса профориентаци енĕпе "Детсад-школа-ссуз/вуз-предприятие" ятпа пилотлă проекта хута яма палăртать. Унăн тĕп

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчи 24-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Çĕнĕ Пăвари Давид Алексеевич КРЫСОВ (пĕрремĕш тренер-преподавателĕ С.В.Александров) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл хутăш кĕрешỹ енĕпе (ММА) республика чемпионатĕнче 56,7 килограмлă атлетсен хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Подробнее

Çĕршыв халăхĕн хăрушсăрлăхĕшĕн

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, Думăра пĕрремĕш вулавра саккунсăр миграцие хирĕç кĕрешмелли комплекслă саккун проекчĕсен пакетне пĕр саслăн ырласа йышăннă. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Вячеслав Володин йĕркеленĕ пуçару соавторĕсен йышне Алла Леонидовнăна та кĕртнĕ. Улшăнусем ĕç мигранчĕсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли срокне кĕскетессипе çыхăннă: 90 кунран 30 куна

Подробнее

«Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?»

Кĕçĕн Таяпа территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансен пухăвĕсем иртнĕ май, Ираида Вдовинан çак юрă сăмахĕсем аса килчĕç. Чăнах та, мĕн сас лайăх? Ача-пăча, выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх, анчах паян ултă ялта та унăн илемне туятăн-ши? Пурĕ 719 хуçалăх пулсан, вĕсенчен 332-шĕнче вăхăтлăха çеç пурăнаççĕ е пачах пушă. Шутра 1262 çын, тăтăш пурăнакансем

Подробнее

Нумай-ха ялта ырă çынсем

Пилĕк ача пăхса ỹстертĕмĕр. Упăшка ир пурнăçран уйрăлчĕ. Кĕтмен çĕртен ахăр самана сиксе тухрĕ. Колхоз саланчĕ. Ялта ĕç çук. Ачасем тĕрлĕ çĕрте тымар ячĕç. Пĕччен тăрса юлтăм. Ман пеккисем ялта йышлă. Кỹршĕ-аршăран чылайăшĕ 80 çултан иртнисем. Никамран та ниепле пулăшу ыйтма çук. Ватăсем е чирлĕ, е вырăнпах выртаççĕ. Пĕтĕм шанчăк касри

Подробнее