Понедельник, Июнь 21, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 2)

#ЭПИРПĔРЛЕ преми

Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ премие çынсене пулăшассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă социаллă пуçарусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе параççĕ. Çĕнтерÿçĕсем проекта пурнăçлама 2,5 миллион тенкĕ таран грант илме, вĕрентÿ программисене хутшăнма пултараççĕ. Чи маттуррисене раштав уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ форум ĕçленĕ вăхăтра чыслама палăртнă. Кăçал унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен ыйтса çырнисене утă уйăхĕн

Подробнее

ГТОра та маттур

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен яланах тĕреклĕ пулмаллине, кăткăс лару-тăрура тивĕçлĕ утăм тумаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çакна шута илсе Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн хастарĕсем хăйсене ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче тĕрĕсленĕ: турник çинче туртăннă, 30 тата 3000 метра чупнă, урайĕнчен тĕртĕннĕ, спорт снарядне ывăтнă... Çывăх кунсенче винтовкăран тĕл перессипе тата шывра ишессипе

Подробнее

Хыпарсăр çухалнă

1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Тăватă çула яхăн тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман – юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Миçе çамрăк ĕмĕтне татнă, çемьене аркатнă вăл. Вăрçă шăпи салтак

Подробнее

«Вăрçă ачисен» ыйтса çырмалла

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшăвăн çĕнĕ мелĕ вăя кĕрет: «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарма пуçлаççĕ. Социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли йĕркене ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă. Патшалăх малашне «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн тăкакĕсене 25 процент таран саплаштарĕ. «Социаллă тÿлеве илме граждансем хăйсем пурăнакан вырăнти

Подробнее

Тутă ачан кулли те янăравлă

Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтнĕ ачасем чылайăшĕ паян та хавхаланса шкулалла утнине асăрхатăн та вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле савăнатăн. Июнь уйăхĕнче районти шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем йĕркелени аслисемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ывăл-хĕрĕсем 21 кун педагог-воспитательсен куçĕ умĕнче, ирхинепе кăнтăрла та тутă, тус-тантăшĕсемпе пĕрле выляса хавхаланаççĕ, спортпа туслашаççĕ, тавра курăмне ÿстереççĕ, килте пĕччен

Подробнее

Елчĕк çĕрĕ Акатуй уявне йыхравларĕ…

Иртнĕ шăматкун – июнĕн 5-мĕшĕнче çĕр çыннин чăн-чăн уявĕ – Акатуй кăçалхипе районта 63-мĕш хут иртрĕ. Ăна чăваш халăх асĕнче ĕмĕрсем тăршшĕпе упранса юлма тивĕçлĕ паттăрлăха – Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен çулталăкне халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, кашни ял тăрăхĕнчи «Хăна çуртĕнче» тата халăх промыслисен маçтăрĕсем

Подробнее

Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Аслă Елчĕкри Эдуард Волков 5 çул каялла хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе янă. Ун чухне вăл тата çамрăк, 20-ре анчах пулнă. Çав вăхăтри унăн чун-чĕрин çирĕплĕхĕпе теветкеллĕхĕнчен юлташĕсем халĕ те тĕлĕнме пăрахман-ха. Тантăшĕ пуçĕпех çăмăл мар ĕçе кÿлĕннине, йывăрлăхсен умĕнче пуçне усма та шутламаннине, мал ĕмĕтпе çунатланнине курмаççĕ мар вĕсем. Хальхи вăхăтра

Подробнее

Парти каланă – парти пурнăçланă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕ иртнĕ çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ тата малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта парти членĕсем 5 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем шăпах çитес вăхăтри суйлав кампанийĕнче парти программин тĕп шăнăрĕ тата суйлавçăсем валли агитаци материалĕ пулса тăрĕç. Партиецсем

Подробнее

«Анне кайсан ăшăлăх çухалчĕ»

Сăр тата Хусан тăрăхĕпе иртекен хÿтĕлев чиккин историйĕ, чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ манăçмĕ. Анатри Тимеш ялĕнче пурăннă Евгения Ивановна Никифорова /Христофорова/ 21 çулта чухне Улатăр тăрăхне окоп чавма кайнă. Вăл вăхăтри ытти чылай халăхпа пĕрле пысăк нуша курнă хĕр унтан сывлăхне хавшатса таврăннă. Каярах вăл ялти Ананий Никифорович Никифорова

Подробнее

Пысăк хак панă

Санкт-Петербургра терапевтсен Раççейри ăслăлăхпа медицина обществи йĕркеленипе çамрăк терапевтсен 4-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятире Мускавран, Санкт-Петербургран тата ытти хуларан килнĕ тухтăрсем шалти чирсем çинчен доклад тунă. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри тĕп больницăн терапевт врачĕ Елена Майкова та пулнă. Унăн «Манифестация саркоидоза на фоне диагностики и лечения ишемической болезни сердца с нарушением ритма

Подробнее