Тăрăшуллă наставник
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенне Елена Морозовăна 150 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă. Елена Зиноновна - аслă квалификациллĕ категори учителĕ, унăн педагогикăри ĕç стажĕ - 38 çул. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл муниципалитет шайĕнчи предмет олимпиадисенче биологипе тата экологипе 18 çĕнтерỹçĕпе призер хатĕрленĕ.
Подробнее
