Скутерпа çỹрес тесен
Юр кайса пĕтнĕ май çулсем çинче мопедсем (вĕсен йышне скутерсене, двигательлĕ велосипедсене кĕртеççĕ) час-часах курăнма пуçларĕç. Ытларах çамрăксем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Чылай чух çул-йĕр правилисене пĕлмесĕр, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухмасăрах. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен пысăк пайĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе е аманнипе вĕçленет.
Подробнее