Вторник, 9 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право (Страница 4)

Асăрханулăх кирлĕ

Августăн 28-мĕшĕнче Елчĕк округĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ - комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларура калаçу вĕренỹ объекчĕсене территори тĕлĕшĕнчен хỹтĕлесси тата вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, общество тимлĕхне вăйлатасси, террорла актсене асăрхаттарасси тавра пычĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсем пирки сăмах пуçарас пулсан, паянхи кун вĕсен тавра карта тытса

Подробнее

Çул-йĕр тимлĕх ыйтать

Çамрăксем скутерсемпе, мопедсемпе ярăннине час-час курма пулать. Вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманран, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран час-час аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкереççĕ. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе вĕçленет. Çул

Подробнее

Наркомани пысăк инкек

Наркоман обществăшăн хăрушă. Унăн серепине лекнĕ çыннăн пурнăç пĕлтерĕшĕ çухалать, ăна нимĕн те, никам та кăсăклантармасть, пĕртен-пĕр тĕллевĕ наркотик тупасси пулса тăрать. Наркомани сĕрĕмĕпе минренĕ çынсенче çак паллăсем палăраççĕ: ача е çамрăк час-часах килтен тухса кайни (ун сăлтавне ыйтсан вĕсем хирĕçме-тавлашма пăхаççĕ);улталани (çиеле тухма тăрăшни);вăрттăн смс-çырусем тата телефон шăнкăравĕ, халĕччен пулман туссем

Подробнее

Ĕç опычĕпе паллашнă

Комсомольски тата Елчĕк округĕсенчи "Çĕр улмине - мухтав" агрофирмăра иртнĕ кунсенче Çĕр улми уйĕн кунĕ пулса иртнĕ. Семинара Раççейрен кăна мар, Беларуç Республикинчен те, Казахстанран та нумай çын хутшăннă. Программа анлă та пуян пулнă. Кунта вĕсем çĕр улми çитĕнтерекен теплица комплексĕпе, çĕр улмине микрохунавран çитĕнтерекен лабораторипе паллашнă, управсене тата тĕрлĕ сортлă

Подробнее

Сыхлăх яланах кирлĕ

Пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмахпа е информаципе юлашки вăхăтра политика тĕллевĕсене пурнăçлама усă кураççĕ. Чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстереççĕ. Çавăнпа та Интернет урлă информаци илнĕ чухне яланах асăрхануллă пулмаллине асрах тытар. Иртнĕ çул республикăра протест сĕмĕллĕ 27 мероприятие "лăплантарма" тивнĕ. Çав вăхăтрах экстремизм сĕмĕллĕ 10

Подробнее

Ăнăçу килĕштерсе ĕçлесен килет

РФ Следстви органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви уйрăмĕн муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн ертỹçи Николай Яковлев хăй ертсе пыракан пайăн кăçалхи çур çулăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурин ĕçченĕсемпе пĕрле следстви комитечĕн тỹпи пысăк. Следстви комитечĕн ĕçченĕсен

Подробнее

Чăваш çынна ытларах шанать-ши?

Тĕлĕнмелле те, Чăваш Ен интернет, карас телефон урлă ултавçăсенчен инкек тỹснисен йышĕ пысăк пулнипе малтисен йышĕнче тăрать. Çавна май эпир темăна, ултавăн мĕнле тĕсĕсем пулнине тата преступниксен аллине ытларах камсем çакланнине уçăмлатас тĕллевпе ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи пайĕн начальникĕнчен Илнур Минигалиевран каласа пама ыйтрăмăр. - Илнур Шеукетович, социаллă

Подробнее

Шыва кĕнĕ чух асăрхан!

Çулла. Хĕвел пĕçертет. Шăрăха тỹсме йывăр. Сывлăш температури тепĕр чух вăтăр градус ытла тăрать. Кун пек çанталăкра çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тата канма тăрăшать. Çапах пĕве-кỹлĕ таврашĕ - кану çеç мар, этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та. Шел, çакна кашниех асра тытмасть, шывăн

Подробнее

Электрон мелĕпе

Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Раççей ШĔМĕн территори органĕсенчи лицензипе ирĕк паракан ĕçсен тата ытти подразделенисем паянхи кун хĕç-пăшал туянма тата упрама ирĕк паракан лицензи е уйрăм хуралçăн удостоверенине илнĕ чух, ытти тĕслĕхсенче граждансене электрон мелĕпе усă курма сĕнеççĕ.

Подробнее

Коррупци вăйне хавшатать

Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе пахалăхлă тата пурте усă курма пултаракан майпа тивĕçтерес ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев час-часах хускатать. Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче вăл пулăшăва электрон мелĕпе тивĕçтерни вăхăта перекетлеме, ĕçе çăмăллатма тата чиновниксемпе тỹрремĕнех хутшăнассине чакарма, коррупцие вăй илме паракан майсене пĕчĕклетме май панине палăртнăччĕ. Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл

Подробнее