Воскресенье, 6 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство

Сĕт ытларах сăваççĕ

2026 çулăн пĕрремĕш çурринче ял хуçалăх производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен (103,1 процент) - 2-мĕш вырăнта. Танлаштарма: вăл Атăлçи округĕн - 100,2 процентпа, Раççейĕн 99,2 процентпа шайлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çак тапхăрта пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен сĕт 4,1 процент нумайрах сунă, ĕнесен продуктивлăхĕ 1,8 процент хушăннă. Кашни ĕнерен вăтамран

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ пĕлтернинчен: Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем планпа (22621 гектар) пăхнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 52,2 процентне (11804,78 гектар) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 38,5 центнер. Уйрăммăн тулă тухăçĕ 43,8 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 572 гектар

Подробнее

Уяр кунпа усă курса

Вырма, уй-хир ĕçĕсем паян хĕрỹ калаçтаракан çивĕч тема. "Яманчурино" ОООра тыр-пул пухса кĕртесси малалла пырать. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 870 гектар (план - 1953,7 гектар) çулнă, вĕсене 100 процент çапса тĕшĕленĕ. Ку пĕтĕмĕшле калăпăшăн 45 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 33,8 центнер.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 25-мĕшĕнчи 154-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Урожай" сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив кĕрхи рапс акассине (120 гектар) округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ тăратнă сводкăран çакă курăнать: августăн 26-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3524 тонна (70 процент) утă, 49503 тонна (130 процент) сенаж хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа (22621 гектар) пăхнинчен 7820,4 гектар çулнă, çав шутран 7560,35 гектарне çапса тĕшĕленĕ.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать: Августăн 19-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3470 тонна (60 процент) утă, 49428 тонна (129 процент) сенаж хатĕрленĕ. "Урожай" сахал яваплă обществăра 100 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4780,35 гектар çинче çулнă,

Подробнее

Уяр куна «вăрласа»

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра урпа çапса тĕшĕлессипе тимлеççĕ. - Кăçал çанталăк çумăрлă тăни вырма ĕçне самай хавшатать, çапах та уяр кунсене "вăрласа" палăртнă ĕçе кунран кун чакарма тăрăшатпăр, - пĕлтереççĕ комбайнерсем. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 688,37 гектар çинче çитĕннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне лаптăкăн 110 гектарне (16 процент)

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 3-мĕшĕнчи 141-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Кунта кĕрхи тулла çапса тĕшĕлес ĕçе чи малтан вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 68 центнерпа танлашнă.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информаци тăрăх, августăн 5-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 2975 тонна утă (палăртнă планăн 59 проценчĕ), 49428 тонна сенаж (129 процент) хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессине 1744 гектар çинче пурнăçланă (38 процент). Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1567

Подробнее

Хуçалăх 25 çулта

Комсомольски округĕнче "Слава картофелю" агрофирма 25 çул тултарнине халалласа Уй кунĕ иртнĕ. Асăннă агрофирма паян республикăри чи пысăк лаптăк çинче çĕр улми туса илекен. Ура çинче çирĕп тăнă май пысăк технологиллĕ хуçалăх ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать: коллектив кашни çулах республикăн тата пĕтĕм çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетсе курăмлă кăтартусем тăвать. Тунă

Подробнее