Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > хлеб

Ылтăн тырă кĕлетре

Кăçалхи вырма ĕçĕсем çанталăка пула каярах юлса пуçланчĕç пулин те, çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан комбайнер-механизаторсен тивлетне пула ĕç кал-кал иртрĕ. Çак сăмахсем тỹррĕнех Юрий Мясников ертсе пыракан "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансене пырса тивнĕн туйăнаççĕ. Уй-хире чи малтан Александр Волков КСУ-1 йышши çулакан агрегатпа тухрĕ, çапла майпа вăл

Подробнее

Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Куç хăрать те, алă тăвать. Районти аграрисем çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсен вĕçне тухса пыраççĕ. Кăçал та Елчĕксем пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пултарнине республика шайĕнче палăртасса малтанах пĕлсе тăратпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хальлĕхе 23000 ытла гектар çинчен 843482 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши

Подробнее

Ярмăрккă хапăл тăвать

Районта халĕ кашни шăматкун "Кĕр парни" ярмăрккă иртет. Вăл октябрĕн 9-мĕшĕчченех ĕçлемелле. Кĕр мăнтăрĕпе йĕркеленĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан çак куна çынсем ахальтен мар чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта паха пахча çимĕç, улма-çырла, пыл, аш-какай, тата ыттине те тивĕçтерекен хакпа туянма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула килти хушма хуçалăха анлăн йĕркелесе

Подробнее

Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă

Сăн ỹкерчĕкри Юрий Мясников председательпе Виктор Цыганов агроном тата Вячеслав Мясников инженер хăйсен кун-çулне ял пурнăçĕпе çыхăнтарнăскерсем, тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хал кỹрсе тăнине чун-чĕрисемпе туйса тăраççĕ. Юрий Мясниковшăн халĕ урăхла пулма та пултарайман пекех туйăнать. Мĕншĕн тесен пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне çамрăкла пĕрре пуçăннă та вăл – урăх уйрăлман. Хуçалăх производствин пĕтĕм

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Август уйăхĕ ял çыннишĕн хĕрỹ вăхăт шутланать. Кăçал пушшех, çуркуннехи чăрмавлă çанталăк условийĕсене пула вырмана тухма 3 эрнене яхăн каярах юлнăран, уй-хир хуçисен чун-чĕри канăçлă мар. Апла пулин те ку чухне районти аграрисем çĕр ĕç культурисене пухса кĕртес ĕçре хăватлă йышши техникăпа анлăн усă курма пултарни шанчăк çуратать. Çакна уй-хирте

Подробнее

Пысăк тухăç илессе шанаççĕ

Кăçалхи çур аки вăхăтĕнчи йывăр çанталăк условийĕнче те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта пуринчен малтан - майăн 9-мĕшĕ тĕлне акса хăварма ĕлкĕрнĕ Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче халĕ чỹхенсе ỹсекен калчасем чуна яриех уçаççĕ… Валерий Падуев председатель ака кăтартăвĕсемпе те, уявпа та кăмăллă пулнă Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк пулман, апла пулин

Подробнее

Ят-сум тăрăшса вăй хума хавхалантарать

Сăн ỹкерчĕкре - хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем: Валерий Иванов тракторист-машинистпа Наталия Яковлева бухгалтер. Районти Акатуй уявĕн сцени çинчен чысланă ĕç паттăрĕсене вун-вун мăшăр куç тинкерчĕ. Çакна кура вĕсем пĕр пăлханчĕç, пĕр савăнчĕç те. - Хисеплени, куç тĕлне туни тăрăшса вăй хума хистет. Хуçалăх ертỹçине -

Подробнее

Чăваш хăмли — чи хăватли

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль иртет. Хăмла производствине ỹстерес тĕллевпе малашне ăна республикăра кашни çул ирттерме палăртаççĕ. Сăмах май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче çĕршывра туса илнĕ "симĕс ылтăнăн" 80 процентне Чăваш Республикинче туса илнĕ. Чăваш Ен халĕ те хăмла çитĕнтерекен тĕп регион, Раççей хăмлин 90 проценчĕ пирĕн шутланать. Апла

Подробнее

Çĕр çынни пысăк ĕç пуçланă — алли çăмăл пултăр!

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсех пыраççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 5-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 4883 гектар (24 процент) акнă. Уйрăммăн калас пулсан, çак вăхăт тĕлне çуртрисене "Сатурн" ЯХПКра - 59, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра - 54, "Яманчурино"

Подробнее

Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Григорьевич Свеклов 1927 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Аслă Пăла Тимеш ял канашĕнче секретарь, пĕр вăхăт председатель (1946-1952 ç.ç.) пулнă. Пултаруллă çынна Чăваш Енри колхозсем валли кадрсем хатĕрлекен шкула (1955 ç.) вĕренме янă. Унтан таврăнсан Василий Свеклова районти "Победа" колхоз

Подробнее