Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 100лет

Марафон Елчĕкре

Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа январĕн 24-мĕшĕнче Улатăр районĕнче старт илнĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен «Марафон 100-летия» фестивалĕ иртнĕ эрнекун Елчĕк районне çитрĕ. Марафонăн тĕп тĕллевĕ – пысăк уяв умĕн муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен социаллă пурнăçне тата экономика çитĕнĕвĕсене тишкересси, территорисен историйĕпе, йăли-йĕркипе, республика тата çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе

Подробнее

100 çул тĕлне – 100 ытла ача

Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен йышĕнче тăван чĕлхепе тата литература вулавĕпе ăс-тăн вăййисем иртнĕ. Чăваш тата тутар чĕлхипе литературине халалланă ăмăртусене тăваттăмĕш класра вĕренекен 103 ача хутшăннă. Чăваш чĕлхине пĕлессипе наци шкулĕсен йышĕнче Патăрьел тата Елчĕк районĕсен, вырăс шкулĕсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен тата Муркаш районĕн ачисем малти вырăнсене йышăннă.

Подробнее

Марафон Елчĕке çитет

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа иртекен марафонăн тапхăрĕ хальхи вăхăтра Патăрьел тăрăхĕнче пырать. Çитес эрнекун вăл Елчĕке çитĕ. Çак тапхăрта районти шкулсенче Чăваш автономийĕ мĕнлерех йĕркеленсе кайни пирки, халăх кун-çулĕ çинчен документлă фильмсем /«Çынсем – легендăсем. Андриян Григорьевич Николаев. Кăйкăр», «Н.Я.Бичурин, Иван Яковлев çамрăксен чĕринче», «Карусель судьбы»

Подробнее

Логотип хатĕрленĕ

Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕн официаллă логотипне çирĕплетнĕ. Ăна Шупашкар ÿнер училищин преподавателĕсемпе студенчĕсем туса хатĕрленĕ. Республика юбилейĕн логотипĕ фестивальсемпе конкурссен пичет продукцине, ялав конструкцийĕсене, сувенирсене илемлетĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Республика кунне уявламалли лапамсене те пĕр стиле пăхăнса капăрлатма йышăннă. Çакна вырăнти хăй тытăмлăх

Подробнее

100 çул марафонĕ

Чăваш Енре муниципалитет йĕркеленĕвĕсен «100 çул марафонĕ» фестиваль иртет. Çулталăкри тĕп пулăмсенчен пĕрне Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Марафон Улатăрта старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче – районсемпе хуласен социаллă-экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кăтартасси, халăха республика историйĕпе, Чăваш Ен тата çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă паллă çынсемпе паллаштарасси. Марафон

Подробнее