Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление с Днем матери

Поздравление с Днем матери

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Анне кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Анне кунĕ _ çутăран та çутă, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пĕри, çав ытарми вăхăтра эпир ачасене пăхса çитĕнтерекен мĕнпур хĕрарăма чунтан хисеплесе ăшпиллĕн тав тăватпăр. Вĕсен ачаш аллисем кил вучахне типтерлĕн сыхласа упраççĕ, пепке тивĕçлĕн ỹссе çитĕнекен тата унăн тавракурăмĕ йĕркеленекен кил-çурта хăтлăх кỹреççĕ. Пирĕнтен кашнийĕншĕнех анне — пурнăçри чи хаклă çын. Вăл яланах пулăшма хатĕр шанчăклă тус та, çĕнĕ çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсем тума хавхалантаракан пĕрремĕш вĕрентекен те. Ача амăшĕн ырми-канми тата яваплă ĕçĕ лайăх шайри социаллă пулăшăва тивĕç.

Çемье институтне çирĕплетесси тата çемье хаклăхĕсене сыхласа упрасси, амăшлăхпа ачалăха сыхласси яланах патшалах политикин тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе Чăваш Республики виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене кашни уйăхра паракан тỹлев валли уйăракан федераци укçи-тенкине 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа илсе тăма тытăнать. Пирĕн çемьесем çирĕп те сывă, телейлĕ пулччăр тесе республика Правительстви хăй çине илнĕ тивĕçсене малалла та йĕркеллĕн пурнăçласа пырĕ.

Аннен çутă та таса сăнарне чыс тунипе пĕрлех пирĕн шанчăклă кил хуçисĕр ачана кирлĕ пек пăхса çитĕнтерме, çемьене телейлĕ тума май çукки çинчен те манмалла мар. 2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Пирĕн хаклă хĕрарăмсемшĕн арçыннăн çирĕп те тĕреклĕ хулĕ пурнăçра яланах шанчăклă тĕрев пултăр.

Юратнă аннесем! Пире пурнăç тата вĕçсĕр-хĕрсĕр юрату парнеленĕшĕн эпир сирĕн умăрта тỹлесе татайми парăмра. Витĕмлĕ пулăшăвăршăн, ачаш та ырă кăмăллă пулнăшăн, пире ăнланнăшăн тата пысăк ăслă пулнăшăн сире чун-чĕререн тайма пуç. Сирĕн килĕрте яланах килĕшỹпе тăнăçлăх хуçаланччăр! Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей тата йăл кулăпа савăнăç пиллекен самантсемпе май пур таран ытларах юп курма сунатăп!

Михаил ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ те юратнă аннесем!

Сире чĕререн чи ырă та ăшă, кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ çемье уявĕпе  — Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак кун эпир тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ, юратупа чун-чĕре ăшшине пилленĕ хĕрарăмсене тав туса чунтан хисепленине пĕлтеретпĕр. Анне вăл — кил ăшши, чи çывăх та хаклă, чунтан юратакан çын. Анне пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнать, йăнăш утăмсемшĕн каçарать, пирĕн пуласлăхшăн чĕререн тăрăшать.

Эпир амăшĕн тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакансемпе, çав хушăрах ĕçре тăрăшулăхпа палăракансемпе, обществăра активлăх кăтартакансемпе чăннипех те мухтанатпăр, тав сăмахĕ калатпăр.

Тавтапуç сире, хисеплĕ аннесем! Яланах сирĕн сăнăр çинче савăнăç хĕлхемĕ çуталтăр, юратнă та çывăх çыннăрсен тимлĕхĕ ăшăтса тăтăр, çулсем иртсен те сывлăхăр ан хавшатăр.

Сире чун-чĕререн тулли телей, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр.

И.И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Л.В.ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан.

 

Депутат Госдумы отметила, что семья и материнство являются приоритетами социальной политики страны

 

Дорогие друзья!

26 ноября в России отмечается День матери. Несмотря на то, что для нашей страны он относительно нов – впервые его отпраздновали в 1999 году – этот праздник быстро завоевывает популярность. Это и не удивительно, ведь мама – самый главный человек в нашей жизни, который нас оберегает, а её советы важны и нужны нам в любом возрасте, какими бы взрослыми и самостоятельными мы себя не считали.

День матери – это не только дань глубокого уважения и любви тем, кто подарил нам жизнь. Это признание на государственном уровне важнейшей роли женщины в развитии общества, подтверждение того, что семья и материнство являются приоритетами социальной политики страны.

Дорогие мамы, желаю, чтобы тепло домашнего очага, созданное Вашими нежными сердцами и заботливыми руками, согревало семьи всегда, а добро, которое Вы дарите близким, возвращалось сторицей.

А.И.АРШИНОВА,
Депутат Государственной Думы ФС РФ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code