Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт

Ăнăçлă ăмăртнă

Шупашкарта кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăтăр икĕ регион хушшинче унта Чăваш Ен команди 1-мĕш вырăна тухнă. Çитĕнỹре Елчĕксен тỹпи те пысăк. София Соловьевăпа (Елчĕк шкулĕ) Артем Шкапов (Çирĕклĕ Шăхаль) хăйсен виçисенче ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Константин Филипповпа (Курнавăш) Наталия Мартынова (Аслă Елчĕк, педколледж студентки) 2-мĕш, Олег Салминпа (Çирĕклĕ

Подробнее

ГТОра та активлă

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕсен пĕр ушкăнĕ ГТО хастарĕсен йышне тăнă. Тăхăр педагог хăйĕн вăй-халĕпе вăр-варлăхне пилĕк тестра тĕрĕсленĕ, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çапла майпа вĕсем вĕренỹпе обществăлла ĕçсенче кăна мар, физкультурăпа спортра та активлă пулнине çирĕплетнĕ.

Подробнее

Ырă пуласлăх никĕсĕ

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый "Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн председателĕпе Юрий Лизновпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче Елчĕк округĕн территорийĕнче кире спортне аталантармалли тĕп ыйтусене, çавăн пекех спорт инфратытăмне малалла çирĕплетмелли тата пултаруллă çамрăксене пулăшмалли майсене сỹтсе явнă. Палăртма кăмăллă, Елчĕк спортсменĕсем кире

Подробнее

Спартакиадăра тупăшнă

Шупашкар округĕнчи Ишлей ялĕнче хĕрарăмсен хушшинче республикăри пĕрремĕш "Грация села" спартакиадăн финалĕ иртнĕ. Ăмăртăва Ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă. 21 муниципалитетран пуçтарăннă 2700 ытла çын 2 волейбол, дартс, шашка вăййисенче тупăшнă, ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Спартакиадăна Елчĕксен команди те хастар хутшăннă: спортăн пур тĕсĕнче те хастарлăхпа палăрса 21 команда хушшинче 8-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

ГТОра харсăр

Округри аслă ăру представителĕсем ГТО нормативĕсене панă. Старта хальхинче Елчĕкри Людмила Анисимова тата Елена Петрова ертсе пыракан инвалидсен пĕрлĕхĕн тата ветерансен вырăнти канашĕн членĕсем тухнă. Спорт уявĕ Елчĕк ялĕнчи культурăпа кану паркĕнчи площадкăра иртнĕ. Аслă ỹсĕмрисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма Раççей Федерацийĕн "Çемье" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн

Подробнее

Петр Адюкова асăнса

Петр Евдокимович Адюков - пирĕн районти чи пултаруллă футболистсемпе хоккеистсенчен пĕри. Вăйă техникишĕн тата тĕрлĕ стандартлă мар лару-тăрура гол çапса кĕртме пĕлнĕшĕн халăхра ăна "Елчĕкри Пеле" тесе ят панă. Вăл спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче 20 хут ытла район чемпионĕ пулнă. Хăйĕн илемлĕ вăййипе чылай çамрăка спортпа туслашма хавхалантарнă. Юлашки кунĕсемчченех спорт

Подробнее

Анатолий Узюкин — тĕнче чемпионĕ

Кире пуканĕ йăтакансен Индире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Борис Глинкин тренерăн вĕренекенĕсем - Алексей Ивановпа Анатолий Узюкин ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш атлет - Таяпа Энтри ялĕнчен. "Тимĕр вăййинчи" малтанхи çитĕнỹсене "Улăп" ФОКра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пынипе тунă. Халĕ Анатолий Узюкин (сăн ỹкерчĕкре - сылтăмра)

Подробнее

ИРĔКЛĔ КĔРЕШỸ

Республика чемпионатне 16 çула çитичченхисене халалланă. Елчĕкри Михаил Миллина эпир тăтăшах пьедестал çинче курма хăнăхнă та, хальхинче те çаплах. Ăмăртăва пурĕ икçĕр атлет хутшăннă пулсан, вăл 35 килограма çитичченхи виçере ылтăн медале никама та паман. Константин Миллин тренерăн вĕренекенĕн халĕ яваплăхĕ те пысăкрах - вăл Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ.

Подробнее

МИНИ-ФУТБОЛ

"Интер-Елчĕк" команда йĕркеленни çулталăк кăна-ха, апла пулин те вăл хăйĕн çинчен регионта тата унăн тулашĕнче те пĕлтерме ĕлкĕрчĕ. Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк ялĕнче иртнĕ турнирта 2014-2015 çулсенче çуралнă ачасем ăмăртнă. Сакăр командăран Владимир Шашков тренер ертсе пыракан ушкăн 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăнпа çĕнтерỹçĕсен ячĕсене палăртма сăлтавĕ те çителĕклĕ. Вĕсем: Ярослав Евдокименко, Станислав

Подробнее

КИРЕ ПУКАНĔ

йăтассипе Елчĕкри "Улăп" ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта асăнса черетлĕ уçă ăмăрту йĕркеленĕ. Спортсменсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Геройăн ашшĕ Алексей Петров тата ыттисем саламланă. Николай Петров - чăн-чăн патриот. Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçи пулма хăйне шкул çулĕсенчех хатĕрленĕ. Предмет олимпиадин Раççей шайĕнчи призерĕ, кире пуканĕ

Подробнее