ИРĔКЛĔ КĔРЕШỸ
Республика чемпионатне 16 çула çитичченхисене халалланă. Елчĕкри Михаил Миллина эпир тăтăшах пьедестал çинче курма хăнăхнă та, хальхинче те çаплах. Ăмăртăва пурĕ икçĕр атлет хутшăннă пулсан, вăл 35 килограма çитичченхи виçере ылтăн медале никама та паман. Константин Миллин тренерăн вĕренекенĕн халĕ яваплăхĕ те пысăкрах - вăл Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ.
Подробнее
