Шупашкарта иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Енри ăмăртăвĕнче Сергей Александров тренер вĕренекенĕ палăрнă.
Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекен Тимофей Антоновпа пĕрле 55 килограмлă виçере 18 спортсмен кĕрешнĕ. Вĕсен хушшинче олимп резервĕсен спорт шкулĕнче ăсталăха ỹстерекенсем те пур. Ентеш çивĕч тĕл пулусенчен ăнăçлă тухса бронза медальлĕ пулма пултарнă.
Нумаях пулмасть çамрăк атлет Пĕтĕм Раççейри ачасен наци спорт кĕрешĕвĕн вăййисенче çĕнтернĕччĕ.

